НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Патăрьел округĕнче пастереллеза пула - карантин

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 09:08 Просмотров: 182

Патăрьел округĕнчи мăйракаллă шутра выльăх-чĕрлĕх организмĕнче хăрушă бактери тупса палăртнă. Сăмах «Батыревский» хупă акционерсен обществи пирки пырать.

Выльăхра Pasteurella бактери тупнă. Тĕпчеве Чăваш Республикинчи ветлабораторире тунă. Бактери тупса палăртнине кура округри выльăх-чĕрлĕх хуçисене выльăха тимлĕ сăнама сĕннĕ. Вĕсене ыттисемпе хутшăнтармалла мар, сывлăхне пăхсах тăмалла. Чир палли пулсанах Патăрьелти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцирен пулăшу ыйтма хушнă. Чире сарăлма парас мар тесе округра оперативлă штаб йĕркеленĕ. Кăшт вăхăт иртсен округра карантин тесе йышăннă.

Сăмах май, пастереллез чирне нарăс уйăхĕнче Новосибирск облаçĕнче тупса палăртнă. Унти фермерсен выльăх-чĕрлĕхне туртса илсе пусаççĕ. Кайран ку инфекци чирĕ Бурятире тата Алтай Республикинче сарăлнă. Халĕ ав Чăваш Республикинче те тупса палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5