Дмитрий МОИСЕЕВ
Калав
- Ылханчĕç. Кам тухатланине те чухлатăп. Эсĕ качча илессе кĕтнĕ ерĕшкÿ юмăçсем патне çÿресе хур турĕ ĕнтĕ, - мăшăрĕ кăна илтмелле шăппăн мăкăртатрĕ тухтăр пÿлĕмĕнчен тухнă Аля. Упăшки нимĕн те чĕнмерĕ – хирĕçлесе те, лăплантарса та сăмах хушмарĕ.
Анчах коридорти сак çинче ларакан Таня амăшĕ мĕн каланине илтсе юлчĕ. Ку сăмахсем çывăх çыннин чĕлхи вĕçне ытахальтен килменнине те вăл тÿрех ăнланчĕ. «Ахăртнех, тухтăр темĕн япăххине пĕлтернĕ. Унсăрăн аттене çавăн пек ятламĕччĕ», - шухăшларĕ вăл. Альăпа Толя ачана хушша хăварса икĕ енне ларчĕç.
- Хĕрĕм, санăн операцие выртма тивĕ. Уру çинчи мăкăлÿсене касса илмелле терĕç, - пăшăрхантарасран шикленсен те чăннине каларĕ амăшĕ.
Таня килĕшсе пуç сĕлтрĕ те салхулланчĕ. Икĕ уйăх каялла ăнсăртран пуçĕ ыратма тытăннине, каярахпа пĕрмай ыйхă пуснине, каçсерен килти ĕçсене тума та халĕ юлми пулнине аса илчĕ. Пĕр эрне шкула та каяйманччĕ вăл ун чухне. Каçсерен ÿт температури вăтăр сакăр градус таранах хăпарчĕ. Анчах сунас та, ÿслĕк те çулăхмарĕ, пырĕ те ыратмарĕ.
Вырсарникун вĕрĕлтерме пăрахрĕ те - Таня тепĕр кун ирхине шкула тухса утрĕ. Анчах виççĕмĕш урокра вăл кăмăлĕ пăтраннине туйрĕ.
- Эсĕ шап-шурă сăнлă, сана япăх-и?- ыйтрĕ юнашар ларакан тусĕ.
- Кăштах çеç, иртĕ, - хăйне лайăхах мар туйнине кăтартасшăн пулмарĕ Таня.
Тантăшсен калаçăвне кĕтмен çĕртен вĕрентекен татрĕ.
- Сирĕн урокра юмах çапма та вăхăт-пур-и. Таня, доска умне тух-ха, çак задачăна шутла, - терĕ учитель çирĕппĕн. Темĕнле тарăху та палăрчĕ унăн сассинче.
Хĕрача парта хушшинчен тăрса вĕрентекен патне пычĕ. Ун аллинчи учебнике илсе доска çине пурăпа çырма тытăнчĕ. Виçĕ-тăватă çеккунт иртрĕ-и, иртмерĕ те-и - Таня лĕнчĕр кайса тĕшĕрĕлсе анчĕ. Учитель хыпăнса ÿкрĕ, ун патне чупса пычĕ - кăн-кăвак сăн çапнăскере, енчен енне тĕлли-паллисĕр пăхаканскере тăма пулăшрĕ. Ачасем те тантăшне кĕпĕр-р! сырса илчĕç, мĕн пулчĕ ăна.
-Ÿсетĕр, ачасем. Ÿт-пÿ аслисеннин картне ларнă май хĕрачасен ун пекки пулкалать, - лăпкăн калаçрĕ çулланнă педагог. - Хăвăрăн вырăнăрсене кайса ларăр, урока малалла тăсăпăр.
Вĕрентекен хушнипех Таньăн тусĕ столовăйран пылак чей йăтса килчĕ. Ăна ĕçнĕ хыççăн вăй кĕнĕ пек туйăнчĕ хĕрачана. Пу-çĕнче йăл илекен салху шухăшсене те сирме тăрăшрĕ вăл.
Тепĕр кун ирхине вара килĕнчех, амăшĕ маларах тăрса пĕçернĕ пăтта çиме ларсанах, вăй-халĕ пĕтсе килчĕ унăн. Кашăк тытма та мехел çук - мĕн амакĕ çыпăçрĕ.
- Анне, паян килтех юлам-ха, юрать-и? Ăш пăтранать, - хăй сисмесĕрех персе ячĕ хĕрача.
- Мĕн пулчĕ сана? Вĕренес килмест-и? Кама та пулин килĕштерсе пăрахрăн-и?.. - ыйту айне турĕ ăна амăшĕ. Те хăйпе хăй мăкăртатрĕ вăл, те ĕненмесĕр калаçни хĕрне витерессе шанчĕ.
Таня чашăка антарнă пăтта пĕр кашăк та çиеймерĕ, куркана тултарса панă чейне çур сыпкăм та ĕçеймерĕ. Хăйĕн пÿлĕмĕнчи кравачĕ çине кайса выртрĕ.
- Шкула каяс мар тесе юри хăтланатăн, - хыттăнах ятлаçрĕ ĕçе хыпаланакан амăшĕ. – Çитĕннĕ май кахал пусать.
- Пилĕк минут выртăп та тумланма тытăнăп, - вăй кĕрессе шанса хурав пачĕ хĕр пĕрчи.
Çук, тăраймарĕ, шкула та каяймарĕ. Вырт-сан-выртсан хул хушшине градусник хĕстерчĕ, вăтăр çиччĕ те иккĕ.
Пĕр кана лайăхланнă пек пулнăччĕ-ха, анчах виçĕ эрнерен Таньăн сывлăхĕ каллех йăшрĕ. Кăмăлĕ те салху, вăйĕ те çук. Çитменнине, чĕркуççине виçĕ мăкăль тухса ларчĕ. Вара çывăх çыннисем ăна район больницинех илсе кайма шухăшларĕç. Унтан Шупашкарах çитрĕç. Усал шыçă иккен. Халĕ çакă ашшĕпе амăшĕшĕн паллă пулчĕ.
…Çăмăл машина капмар çуртсемлĕ, таса урамлă, якатса çавракалатнă çăкаллă хулана хыçа хăварса аслă çул çине тухрĕ. Ашшĕ - руль умĕнче, амăшĕ _ ун çумĕнче. Таня хыçалти ларкăч çинче - пĕчченех. Виççĕшĕ те чĕлхине çăтнă тейĕн - калаçмаççĕ. Виççĕшĕн чунне те тем кăшлать.
«Шкула хăçан таврăнайăп-ши? Операци вăхăтĕнче ыратĕ-ши? Ун хыççăн физкультура урокĕсенче чупайăп-ши?» - мĕн пулассинчен шикленсе айланчĕ вун тăватта пуснă Таня.
«Ылхан çитрĕ-ши? Арăм тĕрĕсех калать-ши? Манăн айăпа пула хĕр пĕрчи нуша курать-ши?» - шухăшсемпе пăтрашăнчĕ умри çул çинчен куçне вĕçертмен ашшĕ.
«Ачана пустуях вăрçнă эпĕ, вăл чăннипех йывăр чирленĕ иккен. Мĕнле путсĕр амăшĕ-ха эпĕ?» - ăшĕнче хăйпе хăй калаçнă май, йывăррăн йынăшса машинăри шăплăха татрĕ Аля.
- Мускава хăçан кайăпăр? - арăмĕ ассăн сывланине кура чĕнчĕ Толя.
- Вăхăта тăсар мар. Паян пуçтарăнар та ыран тухса каяр. Тухтăр та каларĕ, операцие мĕн чухлĕ хăвăртрах тăвĕç, çавăн чуль ла-йăхрах. Анчах черет те кĕтмелле пулĕ-тĕр-ха, - лăпкăнах хуравларĕ хĕрĕ умĕнче хăйне айăплă туякан хĕрарăм. - Сана ĕçрен ямĕç ĕнтĕ, - мăшăрĕ çине куç ывăтрĕ вăл. - Пу-йăспа кайма билет туянайăпăр-ши. Инçе çула автобуспа тухаяс çук.
Мускава каймалла тет-и. Таньăн пичĕ тăрук çуталчĕ. Çĕршывăн тĕп хулине çитсе курма вăл тахçантанпах ĕмĕтленет. Истори урокĕсенче те вĕрентекен Мускав пирки каласа кăтартнине тимлĕн итлетчĕ, интернетри кăсăклă статьясене хăй тĕллĕн те сахал мар тупса вуларĕ. +авăнпах шкул пĕтерсен унти университета ăс пухма кĕмешкĕн çулталăк каяллах палăртса хучĕ. Тăлмачă пуласшăн вăл. Акăлчан чĕлхине шкулта вĕреннипех япăх мар пĕлет-ха. Китай чĕлхине вара репетиторпа интернет урлă çыхăнса дистанци мелĕпе вĕренетчĕ. Анчах юлашки вăхăтра пĕлĕвне тарăнлатаймарĕ - е больницăна каймалла, е хăйне япăх туять.
- Май пулсан Третьяков галерейине çитсе курăпăр-и. Манăн паллă ÿнерçĕсен шедеврĕсене пăхса киленес килет, - хавасланчĕ Таня.
- Картина галерейине çеç мар, вăхăт юлсан Кремле те кĕрсе тухăпăр, - хĕрĕн кăмăлĕ çĕкленнине курса тата ытларах хавхалантарма тăрăшрĕ амăшĕ.
Кремлĕ Таньăна архитектуришĕн илĕртсен кăна-ха, ăна курасси пирки ĕмĕтленмест вăл. Владимир Маковский художникăн тĕнчипе паллă галерейăри «Аслатирен таракан ачасем» картинине çывăхран сăнасшăн. Класс ертÿçи Мускавсем онлайн мелпе ирттернĕ курава хутшăнтарсан, Таньăна шăпах çав картина тыткăна илнĕччĕ. Кайран вăл ăна интернетра шыраса тупса чылайччен сăнаса ларнăччĕ. Анчах учитель, «Художник ÿкернĕ картина хут çинчи е телефон экра-нĕнчи сăн ÿкерчĕкрен самай хăватлăрах», - тенĕрен чăн-чăннине курасшăн…
…Ахаль те канлĕн çывăрайман Таня йĕнĕ-йынăшнă сасăпа вăранса кайрĕ. Аллинчи смарт-сехетне çутса пăхрĕ, çур çĕр иртнĕ кăна-ха. Тимлĕн итлесе выртрĕ. Амăшĕ йĕрет иккен, ашшĕ ăна тем каласа лăплантарать пек. Анчах вĕсем мĕн пирки сăмах вакланине ăнланма çук - нимех те илтĕнмест. Таня тăрса ашшĕпе амăшĕн çывăрмалли пÿлĕмĕн алăкĕ патне пычĕ.
- Пĕртен-пĕр хĕрĕмĕрсĕр тăрса юлсан мĕн тăвăпăр. Ахаль те ăна çирĕм тăххăрта кăна çуратрăм. Мĕншĕн шăпах пирĕн курмалла-ха çак нушана. Мĕн-ма Таньăн ракпа чирлемелле пулчĕ? - уççăнах илтрĕ хĕрача. Унăн ал вăйĕ пĕтсе килчĕ, куçĕнче çап-çутă тумламсем капланчĕç. Вăл пĕрех тутине пăчăртарĕ те сасă кăлармасăр утса кравачĕ çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, питне хăй ыталаса çывăракан çемçе теттепе хупларĕ.
- Эпĕ часах вилетĕп, - терĕ шăппăн.
Ватăлса суккăрланнă, курпунланса кукăрăлнă çыннăн та вилĕм пирки шухăшласан чунĕ сÿлетсе илет те, вун виççĕри хĕрачан хăйне мĕнле майпа алла илмелле, кăмăлне епле хытармалла. Таня класри ачасене куçĕ умне кăларчĕ. Мĕн тери пуçтаххисем пур вĕсен йышĕнче - хăшне-пĕрне вĕрентекенсем те чарса пĕтереймеççĕ. Вейп сывлаççĕ, пĕрмай энергетик ĕçеççĕ, усал сăмахсемпе перкелешеççĕ, учительсемпе урокрах тавлашса каяççĕ. Юри тарăхтараççĕ те, лешĕсем ятлама тытăнсан систермесĕр видео ÿкереççĕ. Мĕншĕн çавăн пеккисенчен пĕри мар, шăпах вăл чирлерĕ-ха... Шухăшла-шухăшла хĕрачана пуçĕ тата ытларах канăçсăрлантарма тытăнчĕ.
Чим-ха, сас-чÿ лăпланнă - ашшĕпе амăшĕ çывăрса кайнă пулмалла. Таня ерипен тăчĕ те зала тухрĕ, чÿречерен кĕрекен хунар çутипе амăшĕн майра сумкинчен хăйĕн медицина карттине кăларчĕ. Пичетлесе çыпăçтарнă юлашки страницăна шыраса тупрĕ, вуларĕ. Алли чĕтрерĕ, куçĕ шывланчĕ пулин те мĕн çырнине вăл лайăхах курчĕ, «Диагноз, саркома. Виççĕмĕш тапхăр». Умĕнче - тем пысăкăш ыйту палли. Çавăнтах интернета кĕрсе чир пирки вуларĕ. Хăрушă пулса кайрĕ ăна. Хăйне ухмаха кăларакан хивре сюжетлă кинофильмри пек туйрĕ. «Тен, тухтăрсем йăнăшнă. Тен, манăн чире урăх çыннăннипе пăтраштарнă?» - вуланине йышăнасшăн пулмарĕ Таня.
(Малалли пулать)
Апрель 2026 |
