НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пăтăрмахсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 10:11 Просмотров: 166

Тухтăр укçасăр юлнă

Шупашкарти тухтăр (67-ри хĕрарăм) ултавçăсене 3 млн тенкĕ ытла куçарса панă.

Хĕрарăм патне «Пенси фончĕн ĕçченĕсем», «Роскомнадзор», ФСБ, Тĕп банк «ĕçченĕсем» пĕр вĕçĕм шăнкăравланă, ултавçăсем унăн укçине Украинăна пулăшма ярасшăн тесе хăратса пĕтернĕ. Счет çинчи пухнă укçине тата пĕлĕшĕсенчен кивçен илсе йăлтах «резерв фондне» куçарма хушнă.

Ăна полицейскисем те, банк ĕçченĕсем те, ĕçтешĕсем те шăнкăравлакансем усал шухăшлă çынсем пулнине асăрхаттарнă, укçа куçармалла мар тесе ÿкĕте кĕртме тăрăшнă. Анчах та кăлăхах пулнă, вăл тĕрĕс сĕнÿ-канаш паракансене итлемен, ултавçăсем мĕн хушнине вара йăлтах пурнăçланă. Ывăлне ку пăтăрмах пирки хĕрарăм пĕр уйăхран кăна каласа кăтартнă. Ывăлĕ çине тăнипе тин хĕрарăм полицие кайнă.

Ватăсене улталаса пуйнă

Ют çĕршыври ултавçăсем çынсене телефонпа темле майпа та улталаса укçасăр, хваттерсĕр хăварнине пĕлетпĕр-ха. Анчах хамăр ентешсемех улталаса çÿрени тата та ытларах тĕлĕнтерет.

Элĕк районĕнчи 33 çулти вăйпитти арçын Елчĕк районĕнче пурăнакан карчăксене улталаса пурăнни çиеле тухнă. Социаллă ĕçчен тесе вăл ватăсене пĕчĕк парнесем валеçсе çÿренĕ, унтан налук тесе 20-шер пин тенкĕ ыйтнă. +апла майпа вăл пилĕк кинемее улталаса вĕсенчен 97 пин тенкĕ ыйтса илнĕ.

Çынна суйма именмен, намăса çухатнăскере çывăх вăхăтра суд тенкелĕ çине лартĕç.

Полици ĕçченĕсем сисчевлĕ пулнă

Чăваш Енри полицейскисем ултавçăсен аллине лекнĕ хĕрарăма çăлнă. +апах та унччен 32 çулти хĕрарăм 400 пин тенкĕ укçине мошенниксене куçарса пама ĕлкĕрнĕ.

Шупашкарти полицейскисем патне хулара пурăнакан пĕр хĕрарăма ултавçăсем, тăшман территорийĕнчисем, дистанци мелĕпе витĕм кÿни пирки информаци çитнĕ. Хĕрарăм кун пирки упăшкине те, юлташĕсене те каламан. Информацие тĕрĕслеме полицейскисем хĕрарăма участока чĕнсе илнĕ. Унта хĕрарăм йăлтах каласа кăтартнă - вăл «антитеррор комитечĕн ятарлă операцине хутшăннă» иккен.

Ашшĕ-амăшĕн укçине çăлас тенĕ

Шупашкарта 12 çулти арçын ача ултавçăсене 175 пин тенкĕ куçарса панă.

5-мĕш класра вĕренекен арçын ача патне мессенджерта палламан çын çырнă, ашшĕ-амăшĕн укçине çăлмалла тесе ĕнентернĕ. Ача килте укçа ăçта упраннине лайăх пĕлнĕ. Çав вырăнтан укçана илнĕ те никама ним каламасăр çывăхри банкомата кайнă, унта палламан çын каласа тăнипе 175 пин тенкĕне «хăрушсăр счет» çине куçарнă. Çакна пурнăçласанах мессенджерта çырăнни хуралнă. Арçын ача шикленме пуçланă та кун пирки амăшне каласа панă. Ку тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3