Эпир хаçатра Пысăк Упакассинчи шкулта вĕренекен ачасем Хĕрарăмсен çурхи уявĕ тĕлне класрах тюльпансем ÿстерме тĕллев тытни, çавна май çак чечексен тымарĕсене палăртнă вăхăтра лартса хăварни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Çак кунсенче редакцие çамрăк агрономсенчен питех те лайăх хыпар çитрĕ - хăйсем туса хатĕрленĕ проектпа килĕшÿллĕн, çĕрĕç технологине пăхăнса тата çак культурăн чечек çурассипе çыхăннă вăрттăнлăхĕсене шута илсе ÿстернĕ тюльпансем шăпах Мартăн 8-мĕшĕнче сарă-хĕрлĕ «куçĕсене» уçнă. Çак илеме курса хĕпĕртенĕ шăпăрлансен пысăк савăнăçĕ çинчен каласа пама сăмах та çитмест. Ку вăл - хăйне майлă çитĕнÿ, чăн-чăн çĕнтерÿ!
Ачасем пăхса ÿстернĕ хитре тюльпансене кама парнеленĕ-ши тетĕр-и; Тÿрех пĕлтеретпĕр% чи тивĕçлисене савăнтарма тăрăшнă вĕсем хĕвел тĕсне илнĕ хитре çеçкесемпе, СВОри ентешсене хÿтлĕх каррисемпе, гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерекен хĕрарăмсене парнеленĕ. Çурхи уявпа ăшшăн саламласа чечексем парнелесе шкул ачисем хĕрарăмсен тăрăшуллă ĕçне пысăка хурса хакланине палăртнă.
Хамăрпа пĕрлех ырă кăмăллă çамрăк ăру çитĕннĕшĕн савăнмалла пирĕн, аслисен!
Светлана Быкова
Апрель 2026 |
