НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хĕрарăмсен кунĕ - çурхи хĕвеллĕ ăшă уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 10:03 Просмотров: 148

«Единая Россия»  партин хĕрарăмсен юхăмĕн Чăваш Тимешри активисчĕсем пуçарнипе ялта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе уяв йĕркеленĕ. Тĕлпулăва вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме кăмăл тунă хĕрарăмсем пуçтарăннă, çав йышра ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем те, фронта валли хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхакансем те пулнă.

Уяв программине вырăнти шкул директорĕн советникĕ Татьяна Мотиль уçнă, вăл пурне те Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн «Уяв валли - чечек» темăпа мастер-класс ирттернĕ. Тĕлĕнмелле асамлăх! Тĕрлĕ тĕслĕ хутран тем тĕрлĕ чечек те тума пулать иккен. Чăн-чăн ăстаçă аллинче хачăпа клей пĕр вăхăт выляса кăна тăнă. Самантранах хитре хутсенчен чечексем пулса тăнă. Кĕçех ыттисем те ĕçе пикеннĕ, çеçкесем кашнин хăйне майлă илемлĕ пулса тухнă.

Тĕлпулăва Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев килсе çитнĕ, вăл вара пысăк кăна çыхă чĕрĕ чечексем илсе килнĕ, чăн-чăн паттăр ывăлсем ÿстернĕ амăшĕсен адресĕпе чун-чĕрере чи ăшă туйăмсем вăратакан сăмахсем каланă май, вĕл чечек çыххисене хĕрарăмсене парнеленĕ. Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов та чăваштимешсем валли ятарласа розăсем парса янă, вĕсене те çепĕç те хастар, пур енĕпе те маттур хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа панă.

Вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Надежда Евдокимова уява килнисене «Чечексен тĕнчи»  вăйă-конкурса явăçтарнă. Викторинăна хутшăннисен чечексемпе çыхăннă ыйтусен хуравĕсене пĕлмелле пулнă. Унтан Галина Шестакова хĕрарăмсен ячĕпе çепĕç юрăсем шăрантарнă. Юрă-парне пурин кăмăлне те çĕклентернĕ.

Тĕлпулăва килнисем пурте пĕрле кукăльпе чей ĕçсе сăйланнă, уяв сĕтелĕ хушшинче ăшă калаçу вăрăма тăсăлнă.

Шăрттанти культура ĕçченĕсем те ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисене уява йыхларланă.

Ăшă тĕлпулу библиотекăра иртнĕ. Паттăрсен амăшĕсемпе мăшăрĕсене тата маскировка каррисем çыхакан волонтер-доброволецсене территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Саперов, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн активисчĕ Ирина Шумихина Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, пурне те тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн тав тунă, розăсем парнеленĕ. +авăн пекех тухса калаçакансем муниципалитет ертÿçин Игорь Семеновăн ăшă саламне вĕсем патне çитернĕ. Кăмăлтан йышăннă саламсемпе парнесене тĕлпулăва килнисем.

Пĕр çемьери пек ăшă та шăкăл-шăкăл калаçу чылая пынă. Хаклă хăнасене Зойăпа Анатолий Яковлевсем юрă-кĕвĕпе савăнтарнă, вĕсем хĕрарăмсене çурхи çепĕç уявпа саламланă май, кашнин ячĕпе илемлĕ юрă шăрантарнă. Пĕчĕк концерт программинче хĕрарăмсен кăмăлне каякан вырăс тата чăваш эстрада юррисем те пулнă.

«Геройсен амăшĕсене - чечексем» чĕнÿпе пĕтĕм çĕршывра иртекен акцие хутшăнса, «Единая Россия» партин хĕрарăмсен юхăмĕ ирттерекен масштаблă мероприятие ТуÇари пуçламăш организацин активисчĕсем те хастар хутшăннă. Вĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен мăшăрĕсене, ывăлĕсене кĕтекен амăшĕсене, тылра пуçарулăх кăтартса маскировка хатĕрĕсем тăвакан хĕрарăмсене клуба, уяв сĕтелĕ хушшине чĕннĕ. Вĕсен кăмăлĕсене уçма ăшă тĕлпулу йĕркелесе ирттернĕ.

Çав кун культура çуртне пуçтарăннисене самоварпа, кучченеçсемпе кĕтсе илнĕ. Хисеплĕ хăнасене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов, ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ираида Ильина саламланă, кашнин адресĕпе ăшă сăмахсем каланă, ĕçчен, чăтăмлă, сăпайлă та ырă тĕслĕхлĕ пулнăшăн тав тунă, уяв ячĕпе чечексем парнеленĕ.

ИрÇе Çармăсри культура çурчĕ Хĕрарăмсен кунне халалланă уяв программипе кĕтсе илнĕ хăнасене çав каç. «Анне вăл - пурнăç!» тесе ят панă кану каçне культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем  хăйсен тăрăхĕнчи хĕрарăмсене пурне те чĕннĕ, хапăлласа кĕтсе илнĕ. +авăнпа залра улма ÿкмелĕх те вырăн юлман, лăк тулли халăх концерт курма пуçтарăннă.

Хĕрарăмсене çурхи пĕрремĕш уяв ячĕпе территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков тата шкул директорĕ Александр Шулаев саламланă, вĕсем салам сăмахĕнче хĕрарăмсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлассинче чăннипех те ырă тĕслĕх кăтартнине палăртнă% хĕрарăмсем ĕçре те маттур, çемьере те шанчăклă та çепĕç мăшăр, тимлĕхлĕ те тăрăшуллă амăшĕ пулма пĕлеççĕ. «Пĕтĕм пурнăç сирĕн çинче тытăнса тăрать! Эсир пуррипе кил-çурт тирпейлĕ, эсир пуррипе çемье телейлĕ!» _ тесе палăртнă кил вучахĕн ăшшине упракан хĕрарăмсене саламласа сăмах калакансем.

Сцена çине тухнă артистсем хăйсен чи лайăх юрри-ташшисене уяв хăнисене парнеленĕ, программăра аннесене халалланă сăвăсем те, кулăшла сценкăсем те пулнă. Курма килнисем пултарулăх таланчĕсене кăмăла каякан номерсемшĕн хыттăн алă çупса тав тунă.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Эйпе+ри культура çуртĕнче хăйне евĕрлĕ чуна хускатакан мероприяти пулнă. «Геройсен  амăшĕсене - чечексем» чĕнÿпе иртнĕ тĕлпулăва Украинăри çар операцине хутшăнакан çĕршыв хÿтĕлевçисен амăшĕсемпе мăшăрĕсене тата çывăх çыннисене, маскировка каррисем çыхса хатĕрлекенсене, гуманитари пулăшăвĕ пухса СВОна ăсатакансене чĕнсе илнĕ. Хĕрарăмсене пурне те территори пайĕн пуçлăхĕ Владислав Прохоров çурхи çепĕç уявпа саламласа открыткăсемпе чĕрĕ чечек çыххисем парнеленĕ. Кĕрен розăсем чипер хăрарăмсен сăн-питне çутатсах янă.

Саламсен ярăмне малалла тăснă май, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн лидерĕ Венера Денисова тухса калаçнă, хĕрарăмсене пур енĕпе те лайăх тĕслĕх кăтартнăшăн тав тума ăшă сăмахĕсем тупнă вăл, пурне те асăнмалăх сувенирсем, чĕрĕ тюльпансем парнеленĕ. 

Чуна çывăх чи лайăх парне - ачасен концерчĕ! «Аистенок» ача сачĕн воспитанникĕсем аннесене мухтакан, хавхалантаракан, шанчăк кÿрекен юрăсемпе, сăвăсемпе, ташăсемпе савăнтарнă уяв хăнисене, пурне те хавас кăмăл-туйăм кÿнĕ. Унтан хĕрарăмсене пĕр çемьери пек  сĕтел тавра пуçтарса чейпе, кукăльпе, хуплупа хăналанă.

Киров территори пайне кĕрекен ял-поселоксенче пурăнакан, общество пурнăçне хастар хутшăнакан, Украинăри ятарлă çар операцинчи паттăр салтаксене пулăшу парассинче пуçарулăхпа, тăрăшулăхпа палăракан хĕрарăмсене, салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене культура вучахне пуçтарса чуна тыткăнлакан тĕлпулу йĕркелесе ирттернĕ.

Уяв сĕтелĕ хушшинче - чыс-хисепе чăннипех те тивĕçлĕ хĕрарăмсем, паттăр ывăл, патриот çуратса ÿстернĕ амăшĕсем. Вĕсен мухтавлă ĕçне, паянхи кун та канлĕхе пĕлмесĕр фронтшăн, çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй хуракан хастарсене хавхалану, ырă шанăç кÿрекен сăмахсем тупса калама тăрăшнă хăйĕн саламĕнче территори пайĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев. Вăл амăшĕсене ывăлĕсене тĕрĕс-тĕкел +ĕнтерÿпе кĕтсе илме ырлăх-сывлăх, сÿнми шанчăкпа çирĕп ĕненÿ суннă.

Тĕлпулăва пухăннисене çурхи çепĕç уяв ячĕпе Экономри клуб заведующийĕ Константин Осипов та хĕрÿллĕн саламланă, чипер хĕрарăмсене çемьесен çирĕп тĕрекĕ пулнăшăн, кил вучахĕн ăшшине упранăшăн, ачасене юратса ÿстернĕшĕн, çын тунăшăн тав тунă, вĕсен пит-куçĕнче хĕвел пек ăшă кулă нихăçан та сÿнмессе шаннине палăртнă.

Пучинкери «Пучах» ача садĕнчи «Хĕвелĕм» ушкăн воспитанникĕсем садик заведующийĕн ти-вĕçĕсене пурнăçлакан Дина Трякова тата Ирина Клементьева воспитатель ертсе пынипе СВОри салтаксем валли хÿтлĕх каррисем çыхакансен ялти центрне çитсе курнă. Вĕсем кунне-çĕрне пăхмасăр, канлĕхе пĕлмесĕр фронта пулăшакансене _ маскировка хатĕ-рĕсем çыхакан, гуманитари япалисем пухса хатĕрлекен хĕрарăмсене - Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламлама тĕллев тытнă иккен...

Пушă алăпа килмен шăпăрлансем хăнана. Хăйсен пĕчĕк аллисемпе туса хатĕрленĕ, чечексемпе хитрелетнĕ карçинккасем çав териех илемлĕ пулса тухнă. Пĕчĕк çеç сувенирсене пăхса ытармалла мар. Вĕсене кăмăлтан хĕпĕртесе йышăннă центрти ĕçченсем, ачасене парнесемшĕн, çурхи сар хĕвел ăшшиллĕ кăмăл-туйăмпа хавхалантарнăшăн ыталасах тав тунă.

Энтриел территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакан хĕрарăмсене хисеплесе çурхи уявпа саламлама Йĕпреç мунициталитет окру-гĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Лаврентьев килсе çитнĕ. +авна май вырăнти хĕрарăмсен канашĕн активисчĕсем, культура ĕçченĕсем тăрăшнипе тĕп культура вучахĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă ăшă тĕлпулу йĕркеленĕ.

Мероприятие ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшăсемпе мăшăрĕсене, маскировка каррисем, хÿтлĕх хатĕрĕсем ăсталакан хĕрарăмсене чĕннĕ. Хисеплĕ хăнасене депутат тата территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Петрова чĕререн ăшшăн саламланă, чечексем парнеленĕ. Муниципалитет ертÿçинчен Игорь Семеновран килнĕ чечек çыххисем вара пуриншĕн те кăмăла татах та çĕклентерекен кĕтмен парне пулнă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3