НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кĕрешÿ Раççей шайĕнчи спорт вăййисен шутне кĕнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 09:58 Просмотров: 158

Кĕрешÿ Пĕтĕм Раççейри XVIII çамрăксен çар искусствин вăййисен программине кĕнĕ. Кун пирки республика ертÿçи Олег Николаев пĕлтернĕ.

«Ку паллă пулăм, кĕрешÿ кун пек пысăк ăмăртусенче пĕрремĕш хут пулĕ», - тесе пĕлтернĕ Олег Алексеевич. Ăмăртура республика чысне кам хÿтĕлесси ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче паллă пулать. Ун чухне республика III чемпионачĕпе тата первенствипе килĕшÿллĕн суйлав тупăшăвĕсем иртĕç.

Пĕтĕм Раççейри XVIII çамрăксен çар искусствин вăййисем авăн уйăхĕн 7-23-мĕшĕсенче Анапăра тата унпа кÿршĕллĕ Витязево поселокĕнче иртĕç. Ăмăртусене 4 категорипе йĕркелеççĕ% 10-11 çулсенчисем, 12-13 çулсенчисем, 14-15 çулсенчисем, 16-21 çулсенчисем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3