Пирĕн ентеш, Шупашкарта çуралса ÿснĕ Валентина Алексеева, Хусан хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери MISS BRICS илем конкурсĕнче çĕнтернĕ.
19 çулти Валентина 2023 çулта «Чăваш Ен мисĕ» пулнăччĕ, 2024 çулта «Раççей мисĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Халĕ вара «БРИКС мисĕ» те пулса тăнă. Конкурса Раççей, Бразили, Инди, Китай, ЮАР, ОАЭ, Индонези, Куба, Боливи, Беларуç, Узбекистан, Малайзи, Казахстан, Уганда, Таиланд, Нигери, Вьетнам пикисем хутшăннă.
Палăртса хăварар, Валентина 2006 çулхи çурлан 11-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. 2024 çулта 5-мĕш гимназирен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Мускаври Н.И. Пирогов ячĕллĕ Раççей наци тĕпчев медицина институтне вĕренме кĕнĕ.
Апрель 2026 |
