НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕрулми фестивалĕ иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 09:51 Просмотров: 146

Шупашкарта çак кунсенче иртнĕ «Çĕрулми - 2026» куравра икĕ кун хушшинче 56 тонна вăрлăх çĕрулми сутнă.

Çынсем ыйтнипе вăрлăха «Пехет» агромаркетра эрне вĕçĕччен сутма йышăннă. Вăтам хакĕ – 40-50 тенкĕ, хакĕ вăрлăх пахалăхĕнчен килет.

Аса илтерер: курав пуш уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче МТВ-центрта тата «Пехет» агромаркетра иртнĕ. Унта Раççейри 18 регионти 78 компани хутшăннă. Мероприятие 12 пин ытла çын çитсе курнă.

Çавăн пекех куравра Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе А.Г. Лорх ячĕллĕ çĕрулмин федераци тĕпчев центрĕ килĕштерсе ĕçлесси пирки алă пуснă.

Палăртса хăварар, «Çĕрулми» курав 18-мĕш хут иртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3