Пуш уйăхĕн пĕрремĕш декади вĕçĕнче çанталăк сивĕтĕ. Апла пулин те сывлăшăн вăтам температури ытти çулхинчен пысăкрах пулĕ. Уйăхăн иккĕмĕш çурринче вара пире типĕ те хĕвеллĕ çанталăк савăнтарĕ.
Ака уйăхĕ ытти чухнехинчен сивĕрех килĕ, нÿрĕк нумайрах пулĕ. Юлашки 3 çулта эпир ку уйăх çуллахи пек ăшă тăнине хăнăхнă. Хальхинче вара ун пек пулмĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, ейÿ тапхăрĕ уйăхăн иккĕмĕш çурринче кăна пулĕ, мĕншĕн тесен пĕрремĕш çурринче çанталăк сивĕ тăрĕ-ха.
Çу уйăхĕнчи çанталăк климат нормипе килĕшсе тăрĕ. Ку сывлăш температурине те, нÿрĕке те пырса тивет. Çапах ку уйăхра çанталăк мĕнле пулассин тепĕр сценарийĕ пур, вăл çуллахи пек ăшă çанталăкпа савăнтарма пултарать.
Апрель 2026 |
