НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ашшĕне аса илсе юрланă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.03.2026, 10:18 Просмотров: 169

Пирĕн республикăра Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекенсен кунне халалласа, ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсен ячĕпе тĕрлĕрен мероприяти ирттерчĕç. Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче те уяв концерчĕ пулнă тата Борис Васильевăн «А зори здесь тихие» повĕçĕ тăрăх лартнă «Шурăмпуç та кунта лăпкă» спектакль кăтартнă.

Концерт программине пирĕн енчи Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Ильин юррине те кĕртнĕ, çамрăк ăна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса 2024 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçне хунă юратнă ашшĕне Олег Вениаминович Ильина асăнса юрланă. «Атте ялан асра» (сăвви Ольга Савиновăн, кĕвви Александр Павловăн) ятлă юрă пысăк сцена çинчен пуçласа пĕрремĕш хут янăранă. Ашшĕне çухатнă ывăлне юрлама ансат пулман, паллах. Çапах хăй мĕн калас тенине итлекенсен чĕри патнех çитернĕ-çитернех вăл.

Чуна пырса тивекен хумхануллă юрра залри лăк тулли халăх ура çине тăрса итленĕ. Петр ашшĕсĕр тунсăхлани, вăл çумра çуккишĕн, пурăннă чухне ăна юратса ăшă сăмах сахал каланăшăн пăшăрханни çинчен юрлать, пуриншĕн те çывăх темăпа çырăннă юрă итлекенсен кăмăл-туйăмне хускатмаллипех хускатнă. Çавăнпах ĕнтĕ чылайăшĕн куçĕсем те шывланнă, вĕсен те хăйсен вăрçăри çывăх çыннисене аса илсе хурланнă ĕнтĕ чĕрисем.

«Тăван кил сансăр тăлăх, аттеçĕм!

Сивĕ çил кантăкран шак! шаккать.

Аннеçĕм хурланса халь пĕр вĕçĕм

Куççульне вăрттăн-вăрттăн шăлать».

Петр Ильин 2021 çултан пуçласа паянхи кунччен Чăваш Енĕн наци радиовĕнче редакторта тăрăшать, тĕп хулара пурăнать, анчах хамăр районта канмалли кунсенче кăна мар, ĕç енĕпе те командировкăра час-часах пулать, наци радиовĕ валли репортажсем хатĕрлет. Пушă вăхăтне вара вăл спортпа, илемлĕ пултарулăхпа, «Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» общество юхăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарать. Тăван ялĕнчи «Ахах» халăх фольклор ансамблĕн активисчĕ çак ушкăнпа пĕрле ку таранччен таçта та çитнĕ, тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăннă, коллектив ячĕпе сумне республика, çĕршыв шайĕнче çĕклессине хăйĕн тÿпине хывнă. +амрăк ентешĕн умри çулĕ уçăлсах пытăрччĕ, малашне те çĕнĕ юрăсем кĕтетпĕр унран.

 Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3