Юстици ĕçĕсен Патшалăх служби кăçал ачасене ытларах мĕнле ят хунисене тишкернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа ашшĕ-амăшĕ арçын ачасене ытларах çак ятсене панă, Матвей, Михаил, Роман, Иван, Марк, Лев, Александр, Илья, Артем тата Дмитрий. Хĕрачасене вара ытларах çак ятсене хунă: София, Ева, Мария, Анна, Полина, Мирослава, Екатерина, Александра, Варвара тата Ксения.
Паллах, сайра тĕл пулакан ятсем те пур. Çулталăк пуçланнăранпа арçын ачасене сайра панă ятсен хушшинче Петр, Серафим, Арслан, Иоанн тата Ермак пулнă. Хĕрачасен хушшинче вара çак ятсем сайра тĕл пулаççĕ: Эвелина, Афина, Камила, Лия тата Виталина.
Апрель 2026 |
