Пăхатăн та тĕлĕнетĕн, пĕр çынра мĕн чухлĕ ăсталăхпа пултарулăх пытарăннă! Сăпайлă, ырă кăмăллă хĕр, кĕске вăхăт хушшинче коллективра хисеп, ачасен юратăвне, ашшĕ-амăшĕн шанăçне çĕнсе илме пултарнă вĕрентекен Мария Николаевна Орлова çинчен сăмах пуçарасшăн паян. Пирĕн шкулти çамрăк учительница «Чăваш Республикин Пуçлахĕн стипендиачĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ кăçал. Ку чыса вăл иккĕмĕш хут тивĕçрĕ.
Мария Николаевна Çăкалăхри тĕп шкулта виççĕмĕш çул çеç ĕçлет-ха. Çак кĕске вăхăтра ачасен юратнă вĕрентекенĕ пулса тăма ĕлкĕрчĕ вăл. Хăйĕн çирĕп пĕлĕвĕпе, анлă тавракурăмĕпе, пултарулăхĕпе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе туптанчĕ унра шкулта ĕçлес çирĕп шанчăк. Вăл ачаран хăйĕн пурнăçне тăван тăрăхпа çыхăнтарма шутланă. Сăмах май каласан, Маша - Çăкалăхри шкулта вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнă çамрăк. Шкулта чухнех муниципалит, республика шайĕнчи олимпиадăсенче тĕрлĕ предметсемпе çĕнтерÿçĕпе призерсем йышĕнче пулса пычĕ. Хăй вăхăтĕнче район, шкул чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕленĕскер, паянхи кун пĕтĕм пĕлĕвне, тăрăшулăхĕпе ăсталăхне вĕренекенсене пама ăнтăлать. Кăмăл-туйăм çирĕплĕхне тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче, «Зарница», «Орленок» çарпа патриот вăййисенче туптанăскер, вăл ачасене вĕренÿре ялан пулăшса, хавхалантарса пырать. Вĕрентекенĕн çынсен хушшинчи чысĕ-сумĕ - ачасене пама пултарнă пĕлÿлĕхре, тăрăшулăхра.
Вăл – пултаруллă вĕрентекен кăна мар, хаçат тусĕ те, фотограф та, режиссер та. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер, Çăкалăхри тĕп шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Виçĕ çул хушши унăн вĕренекенĕсем Раççей шайĕнче акăлчан чĕлхипе иртекен интернет-олимпиадăра малти вырăнсене йышăнаççĕ. Анна Артемьева, Марина Васильева, Игорь Васильев, Алиса Семенова çак предметпа иртнĕ онлайн-олимпиадăра çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Вĕренекенсене олимпиадăсене хастар хутшăнтарнăшăн тăрăшуллă вĕрентекене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç. Муниципалитет шайĕнче акăлчан чĕлхипе «Шаг в науку» конференци-фестивальте 1-мĕш вырăн йышăнчĕ (2025 ç). Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче муниципалитет шайĕнче иртнĕ «Лучшие молодые специалисты года» конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулă-хĕпе палăрчĕ.
«Пултаруллă вĕрентекенĕн ачисем те пултаруллă», – теççĕ халăхра. Çак сăмахсене шăпах пирĕн стипендиат Мария Николаевна пиркиех каланăн туйăнать. Вĕрентекен ачасемпе пĕрле аталанать. Унăн ĕçне ачасен çитĕнĕвĕнче, ÿсĕмĕнче куратпăр. Ăста педагог ертсе пынипе вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссенче активлăх кăтартаççĕ, çивĕч ăс-тăнĕпе, пултарулăхĕпе мала тухаççĕ.
Марина Васильевăпа Арина Константинова «Элкер вулавĕсем» ятпа муниципалитет тата республика шайĕнче иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç (2024-2025 ç.ç.). Арина «Туркай вулавĕсем» сăвă калакансен конкурсĕнче те 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Марина муниципалитет шайĕнче иртнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» пултарулăх конкурсĕнче призер пулса тăчĕ. (2025 ç.)
К.В.Иванов çуралнăрапа 135 çул çинине халалланă «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс çĕнтерÿçине хатĕрленĕшĕн вĕренекенсен пултаруллă ертÿçине дипломпа хавхалантарчĕç. Республика шайĕнчи «Юные исследователи» наукăпа-практика конференцийĕнче çĕнтерÿçĕ вĕрентсе хатĕрленĕшĕн те вăл Хисеп хутне тивĕçрĕ.
Мария Николаевна хăйĕн ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене, урокĕсене Конспекты – уроков.рф сайт çинче кăларсах тăрать. Кашни вĕренÿ çулĕнчех «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хастар хутшăнать, çавăн пекех муниципалитет тата республика шайĕнче иртекен семинарсене хутшăнса пĕлÿ шайне ÿстерсех пырать.
Раççей Геройĕ Л.С. Константинов ячĕпе хисепленекен шкулăмăрта волейболла выляса ăмăртассипе ирттерекен асăну турнирĕсене çулсерен хастар хутшăннăшăн республикăри «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕ ăна Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. Чăваш Республкинчи «Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» общество юхăмĕ тăрăшуллă вĕрентекене çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре палăрнăшăн Хисеп грамотипе чысларĕ. Республикăра «Вăрçă ачисем» ятпа иртнĕ акцие хастар хутшăннăшăн та вăл Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Муниципалитет тата республика шайĕнче «Пире çак тĕнчене хÿтĕлеме шаннă» чĕнÿпе иртекен фестивальте активлă пулнăшăн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çăкалăхри тĕп шкул командин çитĕнĕвĕнче Мария Николаевнăн тÿпи пысăк. Вăл кашнинчех çамрăк армеецсене пултарулăх конкурсне хатĕрлентерет.
Пĕлÿ тĕнчинче çĕнĕ технологипе анлă усă курни унăн урокĕсене кăсăклă та интереслĕ тăвать. Пултаруллă вĕрентекен ертсе пынипе ачасем тĕрлĕ видеоконкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Муниципалитет шайĕнче иртнĕ «Наследие Маленького принца», «Школьный Ревизорро» видеосен конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕ пулчĕç, республикăра лауреат ятне тивĕçрĕç. «Школьники на каникулах» видеосен конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухрĕç (2025 ç). Ачасене Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа ирттерекен «Эпĕ чăвашла калаçатăп», «Чăвашлăх – манăн чунра» видеоконкурссене ачасене хутшăнтарать. Пултаруллă вĕрентекен спортпа та туслă. Хĕрсем хушшинче иртнĕ чупура 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. +акна ЧР Спорт министерстви панă диплом та çирĕплетет.
Паттăрлăх орденĕн кавалерне Анатолий Николаевич Никитина халалласа ирттерекен асăну турнирне те хастар хутшăнать. Автомата сÿтсе пуçтарассипе 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал муниципалитет шайĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкне халалласа тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен ячĕпе иртнĕ асăну турнирĕнче винтовкăран тĕл перессипе 2-мĕш, дартс ывăтассипе 3-мĕш вырăна тухрĕ, автомата сÿтсе пуçтарассипе 1-мĕш пулчĕ. Виçĕ енлĕ тупăшура 2- мĕш вырăн йышăнчĕ.
Сăвă-калав çырма пултаракан ачасене хаçатпа туслаштарать, çамрăк юнкорсен ĕçĕсене редакцилесе «Тантăш», «Тетте» кăларăмсене ярса парать. Мария Николаевна ертсе пынипе +ăкалăх ачисем «Тантăш» хаçат ирттерекен тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Марина Васильева иккĕмĕш çул «Тантăш хаçатăн хастар юнкорĕ» ята тивĕçрĕ. +ак çитĕнÿре Мария Николаевнăн тÿпи те пысăк. Çавăн пекех «Движение первых» юхăмра хастар ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен политикин управленийĕ ăна Тав çырăвĕпе чысларĕ (2025 ç.). «Пултаруллă вĕрентекен пултарлăх акать» тесе ахальтен каламан çав.
Мария Николаевна журналистикăра та палăрчĕ. Вăл хамăр районти «Çĕнтерÿшĕн», республикăри «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăмсемпе туслă. Унăн хайлавĕсем хаçат страницинче тăтăшах пичетленсе тухаççĕ. Республикăра иртнĕ çамрăк авторсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсне те хастар хутшăнчĕ. Мария Николаевна шкулăн чатне (ВК) тытса пырать. Пĕлÿ çурчĕн çитĕнĕвĕпе ĕç-хĕлне çутатсах тăрать. Ку та унăн чун юратнă ĕçĕ. Пушă вăхăтра ачасен юратнă вĕрентекенĕ çеçке ĕрчерессипе ĕçлет. Çуллахи вăхăтра вĕсен тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечек пахчи иртен-çÿренсене илемĕпе хăй патне туртать. Сиплĕ çăл куçĕ евĕр мĕн чухлĕ пултарулăх иксĕлми тапса тăрать çак вăйлă чун-чĕреллĕ вĕрентекенре! Чăннипех ăста учитель кăна хăйĕнче пур пĕтĕм пултарулăха ачасене пама пултарать. Малашлăхра хамăр коллектив шанăçне тÿрре кăларма, пысăк сас паллирен çырăнакан Учитель ята çĕнсе илме пултараканнисенчен пĕри Мария Николаевна Орлова пуласси нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест пире паян.
...Шăнкăрав сасси ачасене каллех урока йыхравларĕ. Класа кĕрекен кашни ачана çепĕç кулăпа, анне ăшшипе кĕтсе илет вĕрентекен. Пултаруллă ĕçтешĕмĕрпе мухтанатпăр, савăнатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.
Юлия Кошелева,
вĕрентекен
Апрель 2026 |
