Раççей Ялхуçалăх министерстви ялхуçалăхра ĕçлесе продукци туса илекенсене производствăна аталантарма çăмăллăхлă кредитсем парас тĕллевпе çак пулăшупа усă курас текенсенчен заявкĕсем йышăнма пуçланă.
Кĕске сроклăх паракан кредитăн тĕп енĕсем, «Ÿсен-тăран ÿстересси», «Сĕт паракан выльăх ĕрчетесси». Кредит илекенсене патшалăх енчен пулăшу панипе аграрисем унпа çăмăллăн татăлма пултараççĕ.
Чăваш Республики кĕске сроклăх кредитсем уйăрса пама патшалăх бюджетĕнчен 79,7 млн тенкĕ субсиди илĕ. Ку пĕтĕмпе 1 млрд тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ кÿме май паракан çула уçать.
Чăваш Енри аграрисенчен çуракине ирттерме кредитпа пулăшмашкăн ыйтса çырнă 14 (305 млн тенкĕлĕх) заявкăна ырласа йышăннă та ĕнтĕ. Кредит укçипе вĕсем çĕнĕ техника, оборудовани, минерал удобренисем, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли им-çам туянма пултараççĕ.
Паянхи кун тĕлне илсен, кĕске сроклăх кредитпа усă курас текенсенчен тепĕр 10 заявка килнĕ, инвестици кредичĕ илес текенсем иккĕн, вĕсен заявкисене çывăх вăхăтрах пăхса тухса йышăну кăларĕç.
Çăмăллăхлă кредит программи çĕршывра 2017 çултах çула тухнă. Унăн ставки - 5 процента яхăн, ыттине патшалăх хăй шучĕпе саплаштарать.
Светлана Быкова
Апрель 2026 |
