НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван чĕлхере - халăх чунĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 09:39 Просмотров: 189

Ирçе Çармăсри тĕп культура çуртĕнче нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăван чĕлхен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Кăмăллă калаçăва тăван кĕтеспе чĕлхе малашлăхĕшĕн, культура аталанăвĕшĕн тăшăрханакансем пуçтарăннă.

Тĕлпулу каçĕн хисеплĕ хăни - Ирçе Çармăсри шкул ачисен вĕрентекенĕ Ирина Моисеева - пире пурне те анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхене хисеплесси, унăн тасалăхне килес ăрусем валли упраса хăварасси мĕнешкел пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен сăмах пуçарнă. Тĕлпулăва хутшăннисем - вырăс, чăваш, тутар, ирçе, мордва халăхĕсен наци тумĕсемпе килнĕ несĕлĕсем - тăван чĕлхе пурнăçра мĕнле вырăн йышăнни, ăна ачамăрсене пĕчĕкренех юратма вĕрентсе ÿстересси çинчен калаçнă. «Мĕн чухлĕ нумайрах чĕлхе пĕлетĕн, çавăн чухлĕ ытларах ăс-тăн илетĕн» тенине асра тытса, шкул ачисене тăван чĕлхен илемĕпе çепĕçлĕхне туйма вĕрентесси паян тĕп вырăнта тăмаллине палăртнă.

Кашни чĕлхерех халăх ăслăлăхне, ĕçченлĕхĕпе кăмăл-сипет пуянлăхне палăртакан ваттисен сăмахĕсем пур, çавсене те ăмăртмаллах аса илнĕ тĕлпулăва пуçтарăннисем. «Тăван чĕлхере халăх чунĕ палăрать», - тесе ахальтен каламан çав.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1