Нарăсăн 8-мĕшĕнче Хумпуç Патăрьел салинче хăй вăхăтĕнче православи тĕнне тĕпе хунă, халăха Христос вĕрентĕвĕ çинчен çине тăрсах ăнлантарнă тата тĕне ĕненессине ыттисен хушшинче сарассине тĕп тĕллев туса хунă священниксене асăнса прихут çуртĕнче ятарлă тĕлпулу ирттернĕ.
Çав кун авалхи салана килнисем Турă ĕненĕвне тасан упранă, уншăн пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешсе, пуç хунă çынсен ячĕпе кĕлĕсем вуларĕç. +ав кун хăйсен вилĕмне тÿсĕмлĕн кĕтсе илнĕ, Христос вĕрентĕвĕ тĕрĕс те витĕмлĕ пулнине хăйсен пархатарĕпе тата тÿрĕлĕхĕпе çирĕплетсе панă ял-йышпа пĕрле (вĕсене пурне те 1930-1950 çулсенче Улатăрти ĕçпе юсакан колонире асаплантарса вĕлернĕ) Илья Измайлов (Хурамал), Семдихан Илюкин (Вăтаел), Василий Орлов (Кĕлĕмкасси сали), Михаил Орлов (Хурамал), Илья Евграфов (Кĕлĕмкасси), Павел Шибаев (Пучинке), Павел Иванов (Чăваш Çармăс), Тимофей Коннов (Энтриел), Иван Кудянов (Ирçе Çармăс сали), Александр Макаров (Кĕлĕмкасси), Трифон Лукин (Туçа), Николай Максимов (Хыркасси), Иван Чамалов (Вăтаел) тата Трофим Фролов (Чăваш Тимеш) пачăшкăсене ятран ăшшăн асăнса Турра кĕлтурĕç. Нумай çĕртен килнĕ пирĕн прихута тĕн ĕненĕвне мала хракансем. Пучинке салинчен килнĕ Шибаевсен йышлă çемйи хумпуçпатăрьелсем Турă вĕрентĕвне тасан упранине хăйсем курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç.
Хыркасси салинче пурăннă Николай Максимов священник вара шăпах 1938 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Улатăр колонийĕнче пуç хунă. Тĕне ĕненекенсем ăна та таса кăмăл-туйăмпа асăнчĕç. Вăл çут тĕнчере 60 çулччен кăна пурăннă, таврари ял çыннисемшĕн сăваплă çын пулнă, Христос вĕрентĕвĕшĕн хăйĕн кун-çулне пĕр шеллевсĕр пани чăннипех таса, пархатарлă тĕслĕх пулнине палăртрĕç прихута пухăннисем.
Хальхи вăхăтра умра тăракан пĕртен-пĕр тĕллев вăл - Хумпуç Патăрьел салинче, ĕлĕк чиркÿ пулнă вырăнта часавай уçасси. Шанăç çитессе ĕнентернĕнех, кĕлĕ çуртĕнчи çуртасем чылайччен сÿнмесĕр çунчĕç...
Владимир Прокопьев,
Хумпуç Патăрьелĕнчи Алексий Московский святитель чиркĕвĕн прихут канашĕн ертÿçине пулăшаканĕ
Март 2026 |
