Иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чĕмпĕр облаçĕнчи Новоульяновск хулинчи «Мир» культурăпа кану центрĕнче Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура старт панă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ событие Пĕтĕм çĕршывăмăр шайĕнче ирттернĕ «Раççей чĕри - Атăл çинчи халăхсем!» фестивальпе уçнă.
Унта Атăлçи федераци округне кĕрекен чылай республикăсемпе облаçсенчен делегацисем хутшăнчĕç, илемлĕ пултарулăх коллективĕсем килсе çитрĕç. Чăваш Енрен кайнă коллективсем хушшинче пирĕн районти Шăрттан ялĕнчи тĕп культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» ансамбль те пулчĕ. Ĕлĕкхи чăвашсен илемлĕ тумĕсене тăхăнса капăрланнă пирĕн артистсем пысăк сценăллă залра йышлăн пуçтарăннă халăх умне тухса, хăйсен чи лайăх номерĕсене кăтартрĕç, чăваш халăхĕн туслăхпа тăванлăх çинчен хывнă юррисемпе, кĕвви-çеммисемпе, çавăн пекех хăйсен янăравлă сассисемпе куракансене тыткăнларĕç. Залра ларакансем хушшинче тĕрлĕ наци çыннисем пуçтарăннă пулсассăн та, вĕсемшĕн чăваш халăхĕн фольклорĕ нимĕн чухлĕ те ют пулмрĕ. Хăнасем хаваспах йышăнчĕç пирĕн асаннесемпе асаттесен юрри-ташшисене, майлă самант тупăнсанах кăмăлĕсене ирĕке ярса пирĕнпе пĕрле ташша тухрĕç.
«Улах» фольклор ушкăнĕ ку хутĕнче те тивĕçлĕ шайра хтĕлерĕ тăван Чăваш Ен, Йĕпреç округĕн чысне. +ак фестивале хутшăнса эпир хамăр пултарулăхпа Раççейĕн нумай нациллĕ халăхĕ туслăхпа, пĕршухăшлăхпа вăйлă та хăватлă пулнине тепĕр хут ĕнентерсе патăмăр.
Зоя Яковлева,
«Улах» фольклор ансамблĕн илемлĕх ерт\çи
Март 2026 |
