НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тимĕр туй кĕрлеттернĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 14:59 Просмотров: 179

Тымар поселокĕнчи Геннадий Константиновичпа Ольга Егоровна Кондратьевсем 65 çул каялла çемье çавăрнă. Акă çак кунсенче тимĕр туй кĕрекине ларса ăшă саламсем йышăнчĕç вĕсем. Çакăн пек мăшăрсем хамăр хушăра сайра тĕл пулнипе Кондратьевсемпе чăннипех те мухтанас килет.

Çын хăйĕн пурнăçĕнче савнине тĕл пулни, юрату туйăмĕ хире-хирĕç пулни пысăк телей. +ак телее Геннадий Константиновичпа Ольга Егоровна хăйсен çулĕ çинче тĕл пулнăшăн Çÿлти Хуçана тав тăваççĕ.

Юрату туйăмне шанса, пĕр-пĕрне килĕштерсе 65 çул каялла çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Мĕнпур йывăрлăх-савăнăçа çурмалла пайланă мăшăр, пĕрле çурт лартнă, ачасене ÿстернĕ, чăрмавсене пăхмасăр пурнăç лавне малалла туртнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех иккĕшĕ те «Заря» колхозра вăй хунă. Геннадий Константинович - ылтăн алăллă ĕçчен çын. Хăй вăхăтĕнче Йĕпреç районне электрификацилес ĕçе хастар хутшăннă вăл, çынсен килĕсене çутăпа ăшă кĕртме пулăшнă.

Кондратьевсем виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем çемье çавăрса ашшĕпе амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсен ултă ачи пуррипе калама çук хĕпĕртеççĕ ватăсем.

Хисеплĕ мăшăра çемье уявĕпе Шăрттан территори пайĕн начальникĕ Александр Саперов саламланă, ырлăх-сывлăх, килĕшÿпе çураçу, вăрăм кун-çул, çителĕклĕ пурнăç, ачасемпе мăнуксенчен тимлĕхпе пархатар курма суннă. Çавăн пекех Йĕпреç округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă свидетельствине тата асра юлмалли парне парса кăмăлĕсене çĕкленĕ. Саламсем çумне Шăрттанти культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» фольклор ушкăнĕ хутшăннă, юратуллă «хĕрпе каччăна» халăх юррисемпе савăнтарнă.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5