Хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, Пучинкере пурăнакан Иван Клементьевич Владимиров 85 çулхи юбилейне паллă тунă.
Иван Клементьевич 1941 çулхи нарăс уйăхĕнче кун çути курнă. Йывăр самана вăхăтĕнче çут тĕнчене килнĕ пулсан та, ача чухне нихăçан та алă усса ларман. Яланах малалла утма, çителĕклĕ пурнăç тума, ырри çинчен ĕмĕтленме тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Салтакран таврăнсан тăван колхоза ĕçе кĕнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех водительте тăрăшнă. Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна нумай хутчен тивĕçлĕ наградăсемпе чысланă. 85 çула çитнĕ пулин те, çулĕсене парăнмасть ветеран, пурнăç уттинчен юлмасть, ял пурнăçне активлă хутшăнать.
Чаплă юбилейпе ветерана Пучинке территори пайĕн начальникĕ Валерий Иванов тата депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Красный партизан» колхоз председателĕ Николай Иванов ăшшăн саламланă. Йĕпреç муниципалитет пуçлăхĕн саламлă çырăвĕпе, колхоз правленийĕн Тавĕпе, парнесемпе чысланă. Ерт\çĕсем юбиляра пархатарлă ĕçсемшĕн тав тунă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, юратнă çыннисенчен кашни кун тим-лĕхпе юрату туйма, пурнăçпа туллин киленсе пурăнма, вăрăм та çут ăраскаллă ĕмĕр ĕмĕрлеме суннă.
Анна Михайлова
Март 2026 |
