НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕрлĕхлĕ йыш тăваллах утасшăн...

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 14:55 Просмотров: 171

Республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзне йĕркеленĕренпе 10 çул хыçа юлчĕ. Хăй вăхăтĕнче çак пĕрлешÿ пуçĕнче тăнă малтанхи ертÿçĕсене чăннипех кирек камăн кăмăлне те тивĕçтерекен сăмахсемпе хакламалла. Петр Ивантаевпа ялхуçалăх министрĕн ĕçне килĕшÿллĕн туса пынă тата отрасльти ветерансен союзĕ умĕнче тăракан тĕллевсемпе задачăсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвассине тĕп вырăна хунă Валентин Шадрикова эпир чун-чĕререн тухакан ăшă туйăмпа тав тăватпăр.

Калас пулать, пирĕн республикăри АПК комплексĕн ветеранĕсен союзне Раççейре чи малтан туса хунă. Унăн пĕрремĕш утăмĕсемех ăнăçлă пулса тухрĕç. Çавна шута илсех ĕнтĕ пирĕн пата ытти регионтан та килсе çÿреççĕ, вĕсем те хăйсен патĕнче çавăн пек пĕрлешÿсем тăвас тĕллевлĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Чăваш Енри кашни министерство çумĕнчех хăйсен отраслĕсенчи ветерансен союзĕсене тума йышăннă иккен.

Иртнĕ кĕçнерникун, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, районти АПК комплексĕн ветеранĕсен союзĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне асăннă союзăн вырăнти пайташĕсем - пĕтĕмпе 16 çын - хутшăнчĕç. Ларăва килме муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов та вăхăт тупнă.

Асăннă союзăн муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Петров туса панă докладран çакă паллă% вырăнти союз 20 пайташа (члена) пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем общество ĕçне пуçаруллăн хутшăннипе пĕрлех хăйсен кил-хуçалăхĕсене килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраççĕ, çĕршыв тата республика, район умĕнчи пысăк задачăсене татса парас ĕçре пуçарулăх кăтартаççĕ.

Виçĕмçулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче иртнĕ ларура çирĕплетнĕ ертÿçĕ, вырăнти агропромышленноç ветеранĕсен союзне ертсе пыма тытăннă Анатолий Петров яваплăхне палăрмаллах ÿстернине аса илмесĕр иртме çук. Ăна ку енĕпе унăн çумĕсем% Григорий Малышевпа Василий Гордеев куллен пулăшса пыраççĕ. Вĕсем пурте - хăй вăхăтĕнче халăхпа пĕрле пысăк тĕллевсене пурнăçлама хутшăннă, панă сăмаха ĕçпе çирĕплетессине тĕпе хунă çынсем.

Ветерансен  союзĕн килĕшÿллĕ йышĕ тăвакан пысăк та малашлăхлă задачăсене, халăх кĕтекен тĕллевсемпе пĕр килекен кăтартусене пирĕнтен кашниех лайăх, уçăмлăн курса тăрать. Калас пулать, пирĕн вырăнти организаци республикăра начаррисен йышĕнче мар. «Йĕпреç тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне палăрăмлă тÿпе хывассишĕн, ялти пурнăç пахалăхне çĕнĕ шая çĕклессишĕн пирĕн тата та ытларах тăрăшулăхпа вăй хумалла, ытларах предпринимательсемпе аграри тытăмĕнче тăрăшакансем патне тухса çÿремелле,  вĕсен пархатарлă тĕслĕхĕсене ыттисем патне çитерессишĕн тимлемелле», - палăртрĕ докладçă.

Ветерансен  союзĕнче тăракансем пуху-канашлусенче кăна лармаççĕ иккен. Акă, пĕлтĕр те вĕсем муниципалитет округĕнчи тĕрлĕ тытăмсене çитнĕ, çав предприятисенче çулталăк пуçламăшĕнче йышăннă плансене ĕçпе мĕнлерех пурнăçа кĕртнипе, вĕсен  тĕллевĕсемпе паллашнă. Вырăна тухса ирттернĕ кашни тĕлпулăвах фотодокументсенче «тытса юлнă» кăна мар, аграри тытăмĕнче тăрăшакансен ĕçĕпе паллаштаракан материалсенче çырса кăтартнă. Общество организацийĕн членĕсем каласа панине тĕпе хурсан, вĕсем Пучинке салинче вырнаçнă «Волжское перерабатывающее предприятие» ООО тирпейлекен предприятин кăтартăвĕсемпе тулли кăмăлтан паллашнă. Асăннă коллективăн ĕçне-хĕлне тĕплĕн сăнласа паракан материалсемпе республикăри АПК союзĕн яваплă çыннисем те кăмăллă юлнă.

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче йĕпреçсем Тутар Республикинчи Сиктĕрме-Хусанкай ялне çитнĕ, Чăваш халăх сăвăçне Петĕр Хусанкая сăпка сиктерсе ÿстернĕ тăрăхра пурăнакансемпе ирттернĕ тĕлпулу вĕсен кăмăлĕнче ырă, хавхалануллă туйăм хăварнă.

«Çавăн пек тĕлпулусене  ÿлĕмрен  те йĕркелессине кун йĕркинчех тытасчĕ, - ĕçтешĕсен шухăшĕпе пĕр шутлă пулнине палăртса пĕлтерчĕ Анатолий Петров. - Республикăри ытти округсене те çитесшĕн, вĕсен лайăх енĕсене хамăр патра  çул парасшăн».

Хусанкай ялĕпе Пучинке салин хушшинчи çул такăрлансах пырать. Пучинкесем халăх сăвăçĕ çуралса ÿснĕ ял музейне çил арманĕ лартса пама пулăшнă-мĕн. Иван Казанков Хусанкай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Раççейри паллă аграри бизнесменĕ шутланаканскер Анатолий Петровпа кунти пултаруллă строительсен хастарлăхне лайăх хак панăччĕ çав тĕлпулура.

Общество организацийĕн членĕсем вырăнти муниципалитет окру-гĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн отчет тапхăрĕнчи пĕтĕмлетÿллĕ ĕçне «вăтам»  хак парса йышăнчĕç, ветерансен пĕрлехи йышне ертсе пыма Анатолий Петрова хăйнех  шанчĕç. «Эпĕ малашне те председатель çумĕсен вырăнĕнче ку таранччен пĕрле ĕçленĕ Григорий Малышевпа Василий Гордеева курас тĕллевлĕ», - терĕ Анатолий Иванович.

Отчетпа суйлав пухăвĕнче пулнисем унăн сĕнĕвĕпе килĕшрĕç.

Йĕпреç муниципалитет округĕн  пуçлăхĕ Игорь Семенов, хăй ертсе пыракан  округăн социаллă пурнă-çĕпе экономикин аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, чылай ыйтăва тĕслĕхсемпе çирĕплетсех пачĕ.

Муниципалитет округĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн ертÿçи обществăра уйрăмах пархатарлă ĕçленĕ ветерансен ушкăнне Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем  муниципалитет округĕн администрацийĕ ирттерекен  чылай мероприятисемпе пуçарусене хастар хутшăннă, ялхуçалăх предприятийĕсен пĕлтерĕшлĕ ларăвĕсенче пулса, хăйсен сĕнÿ-канашĕсене панă, территори пайĕсен ĕçне-хĕлне лайăхлатмалли чылай меслетпе паллаштарнă.

Анатолий Петров тата унăн çумĕсем ирттернĕ канашлусене уйрăмах пуçаруллăн хутшăннă активистсене кашнинех ятран асăнса тухни питĕ вырăнлă кунта.  АПК ветеранĕсен  сою-зĕнче лайăх енĕпе палăракансене  хăйсемех аван пĕлеççĕ. Отчетпа суйлав пухăвĕнче вĕсен хушамачĕсене  тулли кăмăлпа асăнса иртрĕ округи АПК ветеранĕсен ертÿçи. «Вĕсен ырă та пархатарлă тĕслĕхĕ аграри ĕçченĕсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарать, _ уçăмлăн палăртрĕ Анатолий Иванович. - Пирĕн пĕрлехи йыш çакăн пек çынсенчен тăнине вырăна тухса ирттерекен тĕлпулусене кайсан та палăртаççĕ».

Отчетпа суйлав пухăвĕнче Ленин ячĕллĕ колхоза чылай çул ăнăçлă ертсе пынă Николай Кузюковпа Йĕпреç райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă Пантелеймон Ермошкина Чăваш Республикинчи аграри ветеранĕсен ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» асăну медалĕпе чыслама пĕр шухăш-кăмăллăн йышăнчĕç. Темиçе кун каялла кăна 93 çул тултарнă Пантелеймон Михайлович çулталăкри тĕп пухăва килме те вăхăт тупнă, вăл унта тухса  калаçрĕ, ялсенче паянхи яш-кĕрĕм валли ĕç çуккишĕн пăшăрханнине пытармарĕ.

Пухăва хутшăннисем Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен союзĕн кăçалхи отчетпа суйлав конференцине кайма Анатолий Петровпа Григорий Малышева тата Василий Гордеева делегата суйларĕç.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5