НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Элкерĕн чыс-сумĕпе хавхаланса

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 10:22 Просмотров: 209

Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн правленийĕ 1974 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттернĕ черетлĕ ларура Павел Крысин пуçарнипе пултаруллă çыравçăсене хавхалантарас тĕллевпе пичет кăларăмĕсенче час-часах кун çути куракан хайлавсен авторĕсене чыслама тата хавхалантарма ятарлă преми тума йышăннă. Шăп çав тапхăрта пирĕн республика общественноçĕ Чăваш халăх çыравçи Çемен Элкер çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ.

«Ку преми Çемен Элкер ячĕпе пултăр! - тенĕ Журналистсен союзĕн правленийĕн пайташĕсем. - Семен Васильевич чăннипех тивĕç çак хисепе. Вăл  - обществăн паллă деятелĕ, хăй вăхă-тĕнче «Канаш» хаçатпа «Сунтал» журналта ĕçленĕ, 14 çул Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕн тивĕçне пурнăçланă, вăл вулакансене чун-чĕрин ăшшине хурса çырнă «Хĕн-хур  айĕнче», «Шурăмпуç килсен», «Вăрçă кунĕсем», «Вунсаккăрмĕш çул» кĕнекесем парнеленĕ.

Чăваш халăх сăвăçи Раççей Федераци канашĕн икĕ суйлаври депутачĕ пулнă, ăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕсемпе чысланă. Поэтăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ (1964 ç.).

Вулакансем çакна лайăх астăваççĕ ĕнтĕ, Элкер ячĕллĕ премин  пĕрремĕш лауреачĕсем Пĕтĕм Союзри радиопа  Тĕп телекуравăн Чăваш Енри корреспонденчĕ Юрий Князев тата Лаврентий Таллеров писатель пулнă. Тĕрлĕ çулсенче ку хисепе тĕп хулари хаçат-журналта ĕçлекен журналистсемпе писательсем тивĕçсе пынă.  1983 çулта вара Журналистсен союзĕн правленийĕ ха-тĕрленĕ списока эпĕ те лекрĕм иккен. «Геннадий Кузнецов - чăннипех тивĕçлĕ кандидат. «Çĕнтерÿшĕн» хаçатра тăтăшах вăл çырнă тăван тăрăхăн çĕнелсех пыракан илемне хăйне майлă çутатакан очерксемпе тĕрленчĕксем вырăн тупаççĕ. Чăвашрадио кăларăмĕсенче те унăн очеркĕсене хаваспах эфира кăлараççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, Геннадий Кузнецовăн лауреатсен йышĕнче пулмаллах»,  - çапла çирĕплетсе каланă Журналистсен союзĕн республикăри правленийĕн яваплă секретарĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн Аркадий Гайдар ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Антип Николаев.

1984 çулхи ака уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Çемен Элкер çуралса ÿснĕ Пысăк Упакассинчи унăн  ячĕпе хисепленекен вăтам шкул картишĕнче, поэта сума суса лартнă палăк умĕнче ирттернĕ савăнăçлă пухура мана поэт ячĕллĕ преми дипломне пачĕç, Антип Николаев вара манăн кăкăрăм çине  Элкер премийĕн эмблемине çакса ячĕ. «Кушлавăш тăрăхĕн паллă çыравçи» ята тивĕçрĕм çавăн чухне.  Пултарулăх каçалăкĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарса калаçнă тус-юлташăмсен сăмахĕсем кăмăлра ырă, çĕкленÿллĕ туйăм хăварчĕç.

Савăнăçлă ларура КПСС райкомĕн секретарĕ Христина Башкирова, «Трудовик» колхоз ертÿçи, Социализм ,çĕн Паттăрĕ Антон Шордеев, çак хуçалăхри парторганизаци секретарĕ Владимир Герасимов, ялти вăтам шкул директорĕ Николай Васильев,  «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн тĕп редакторĕ Серафим Ефимов тухса калаçрĕç. Пичет идеологийĕн витĕмне ÿстерме сĕнсе панă канашсене ăша хывма тăрăшрăм эпĕ çавăн чухне.

Çакна палăртма та кăмăллă, Çемен Элкер ячĕллĕ премие илме тивĕçнĕ ентешĕмсенчен эпĕ пĕччен пулмарăм. 1999 çулта ку чыс-хисепе хамăр районти Кĕлĕмкасси салинче çуралса ÿснĕ паллă журналист тата фотопублицист Анатолий Абрамов тивĕçрĕ. 2003 çулхи лауреатсен хушшинче вара Лидия Чаева палăрчĕ. Йĕпреç поселокĕнче çуралса ÿснĕ журналистка хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать.

Халăх поэчĕ çуралса ÿснĕ тăрăхра тухса тăракан «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕн хăйĕн те Çемен Элкер ячĕллĕ преми пур. Ку тарана çитсе çак премие тивĕçнисен  йышĕ ÿссе кăна пырать. Лауреатсен списокĕнче хăй вăхăтĕнче райхаçатра малтанхи утăмсем тунă, кайран пире нумай кĕнекепе савăнтарнă Владимир Кузьмин писателе те куратпăр эпир. Владимир Прокопьевич вулакансен тĕнчине Çемен Элкер çинчен çырнă  кĕнекисемпе савăнтарма та ĕлкĕрчĕ. 

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвăпăр: Çемен Элкерĕн сумлă та хисеплĕ ячĕ  тÿпери çăлтăр пекех  çуталса тăрать, эпир унăн çул-йĕрĕпе малтан та малалла утса, вулакансене хамăрăн ĕç-хĕлпе савăнтарассине тĕп тивĕç вырăнне хурăпăр.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5