Кăрлачăн 30-мĕшĕнче Пысăк Упакассинче, нарăсăн 2-мĕшĕнче Пĕчĕк Упакассинче 2025 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетессипе отчетлă пухусем иртнĕ. Пысăк Упакасси территори пайне Пысăк Упакассисĕр пуçне Пĕчĕк Упакасси, Шуркасси, Шĕпекеч тата Çиçĕмкасси ялĕсем кĕреççĕ. Пухусене территори пайĕн пуçлăхĕ Виталий Романов тата Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн строительствăпа хăтлăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тата çул-йĕр хуçалăхĕсен пайĕн начальникĕ Маргарита Андреева уçнă.
Иртнĕ çул Упакасси тăрăхĕнче пуçарулăх проекчĕсене реализациленĕ май урамсенчи юхăннă çулсене юсанă. Çулталăк тăршшĕпе илсен, проектсемпе килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 4,2 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Çавăн пекех тĕп культура çурчĕ, библиотека тата ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă икĕ хутлă çуртăн çивиттине çĕнетнĕ. Урамри хунарсене тĕттĕм вăхăтра çутса тăма тата киввисене çĕннисемпе улăштарма пурĕ 116 пин ытла тенкĕ тăкакланă.
Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ, ялсен инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă проектсен уссине, ку вăл питĕ кирлĕ программа пулнине ялта пурăнакансем çывăх ăнланса илчĕç ĕнтĕ, паянхи куншăн актуаллă ыйтусене хăвăртрах татса памалли майсем уçăлаççĕ. Проектсене пурне те ял активисчĕсем сĕннипе йышăнаççĕ. Акă кăçал Çиçĕмкасси поселокĕнче пĕвене тасатмалла. Пĕчĕк Упакассинче Ленин урамĕчи çула тата Советская урамри кĕпере юсама палăртаççĕ. Пысăк Упакассинче вара Советская урамри çула юсама йышăннă. Апла пулсан, ырă улшăнусем кăçал та пулса иртĕç.
Общество пурнăçне активлă хутшăнакан ял-йыша (субботниксене ĕçлеме тухакансене, уявсене ирттерме пулăшакансене тата ыт.те) Виталий Аркадьевич тав тунă, малашне те пĕрне-пĕри пулăшса пырасса шиннине пĕлтернĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакĕсене валли кашни кун хÿтлĕх каррисем çыхма çÿрекен хастарсен ушкăнне те чунтан тав тунă. Çак йышра активлăх кăтартакансене - культура çурчĕн заведующине Людмила Михайловăна тата Валентина Романовăна уйрăммăн палăртса хăварнă.
Пĕчĕк Упакассинче иртнĕ пухура ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн тата унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн вырăнти фельдерпа акушер пункчĕн фельдшерне Маргарита Федоровăна Хисеп грамотипе наградăланă.
Паллах, паянхи кун ял халăхне хумхантаракан ыйтусем сахал мар, пурте вĕсем тăван тăрăха хăтлăхпа илемлĕх кĕртессипе, пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннăскерсем. Умра пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăсем тăраççĕ. Çапах та пур ĕçе те пĕр харăс пурнăçлама, проблемăсене пĕр самантра татса пама çук.
Пухăва хутшăннисем панă кашни ыйтăва, сĕнÿ-канашсене территори пайĕн пуçлăхĕ шута илнĕ, хăшне-пĕрне тÿрех, вырăнтах татса панă.
Отчет пухăвĕсене килнисене вырăнти культура çурчĕсен илемлĕ пултарлăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарнă.
Анна Евграфова
Март 2026 |
