НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вăрлăх ыйтăвĕ - тĕп вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 10:10 Просмотров: 230

Çĕр ĕçченĕсен хĕл каçипе те пушă вăхăт çук темелле, вĕсен çĕршыва çăкăрпа тивĕçтерессишĕн, чи пĕлтерĕшлĕ те питĕ кирлĕ пурлăха - тухăçлă, пахалăхлă тырă - ытлă-çитлĕ туса илессишĕн çулталăк тăршшĕпех канлĕхе пĕлмесĕр вăй хума тивет. Хальхи вăхăтра, акă, округри хуçалăхсем кăçалхи çуракине  хатĕрленсе, тăрăшсах  тĕш тырăсен вăрлăхне тасатаççĕ.

Иртнĕ эрнекун Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Михаил Ермошкин ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсене, фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене канашлăва пуçтарнă. Кун йĕркинчи пĕртен-пĕр тĕп ыйту - çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленесси.

Канашлăва «Россельхозцентр» ФПБУн Чăваш Енри филиалĕн Иăпреç районĕнчи пайĕн тĕп агрономĕ Зинаида Палитова та хутшăннă. Вăл, пухăннисен умĕнче сăмах каланă май, тырĕсен вăрлăхне акса-туса илессинче пăхăнмалли саккун йĕркисем çинчен аса илтернĕ. Ку енĕпе нимĕнле проблемăсем те сиксе ан тухчăр тата лайăх сортлă тырă вăрлăхĕ çитĕнтерес тесен, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем кăна туянмалли çинчен асăрхаттарнă. «Тырă илнĕ чухне те питĕ тимлĕ пулмалла, эсир илме шутланă тырă партийĕн сорчĕпе пахалăхĕ пирки калакан документсене тĕплĕн тĕпчемелле, сутаканĕ тыррăн сорчĕ пирки ырласа каланине кăна шанмалла мар», - пĕлтернĕ вăл.

Юлашкинчен, тухса калаçнисен сĕнÿ-канашĕсене сÿтсе явса шута илнĕ хыççăн, канашлу ĕçне ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Михаил Ермошкин пĕтĕмлетнĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5