Шăрттанти культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» ятлă фольклор ансамблĕ кăçалхи Раштав уявĕнче 10 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ку датăна ял-йышпа пĕрле, хăнасене чĕнсе, наци апачĕсенчен тулăх сĕтел хатĕрлесе уявлас тĕллеве малтанах палăртса хунăччĕ-ха эпир. Активистсен ушкăнĕ лара-тăра пĕлмесĕр тĕлпулу каçне хатĕрленчĕ, зала илемлĕ уяв сăнĕ кĕртнинчен пуçласа апат-çимĕç, сцене çине тухма çĕнĕ номерсемпе çĕнĕ костюмсем хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсем таранах вĕсем çине тиенчĕ.
Юбилей Раштав уявĕпе тĕл килни пирĕн яваплăха темиçе хут та ÿстерсе тăрăшса вăй хума хистерĕ. Ансамбль участникĕсем хăйсем те çав тери пуçаруллă та хастар пулни вак-тĕвек ĕçсене те тимлĕхе илме пулăшрĕ, ыйтусем сиксе тухнă май, вĕсене тÿрех татса памалли мелĕсем те тупăнсах пычĕç.
Палăртнă кун çитсен культура çурчĕ халăхпа лăк тулчĕ, куракансем валли пушă вырăн та юлмарĕ пуль. Килнисем пурте «Улахра» юрлакансене, ташлакансене, купăс, баян калакансене юбилейпе саламларĕç. Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацмйĕ ячĕпе администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров тата округ депутачĕ Андрей Треньков пире юбилейпе саламласа сăмах тухса каларĕç. Чĕннĕ хăнасем те - Энтриелĕнчи культура çурчĕн «Вушанар» тата хамăр округри культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи «Йĕпреç ен» фольклор ансамблĕсем килсе çитрĕç, вĕсем асăнмалăх парнесемсĕр пуçне юрăллă-ташăллă саламсем те хатĕрлесе килнĕ. Уяв программинчи концерт номерĕсем улшăнса пынă май, сцена çине тухса «Улах» ансамбль пуçланса кайни, унăн историйĕпе аталану çул-йĕрĕ, çитĕнĕвĕсемпе наградисем çинчен каласа кăтартрăмăр.
Шăп пĕр теçетке çул каялла Шăрттан ял тăрăхĕн унчченхи пуçлăхĕ Сергей Моисеев сĕннипе тата пуçарнипе ялти культура вучахĕнче халăх пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ, унта юрра-ташша пултаракансем хапăл тусах çÿреме пуçларĕç. Çавăнтанпа эпир районти илемлĕ пултарулăх фестивалĕсене хутшăнмасăр пĕрре те юлман, сцена ăсталăхне ÿстерессишĕн çине тăрсах тăрăшнă. Палăрт-малла, пирĕн ансамбле пĕрремĕш хут пысăк сцена çине кăлараканĕ пултаруллă ентеш Светлана Лаврентьева пулнă.
Халĕ ĕнтĕ пирĕн «Улаха» республикăра та лайăх пĕлеççĕ, эпир пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕсене те, республика шайĕпе иртекен конкурс-фестивальсене те тăтăшах хутшăнатпăр, дипломсемпе тав хучĕсем çĕнсе илетпĕр. Çĕнтерÿсем çăмăллăн килмеççĕ, вĕсем хыçĕнче - кунсерен канлĕхе пĕлмесĕр ирттернĕ репетицисем, çĕр çывăрмасăр çырнă сценарисемпе программăсем, проект-сем кăна мар, ансамбль ятне-сумне çĕклес тесе хăйсен хаклă вăхăтне хĕрхенмесĕр ĕçлекен çынсем. Вĕсем хамăр тăрăхри чăвашсен ĕлĕкрен упранса юлнă халăх юррисене пĕтме парасшăн мар, кинемейсемпе, мучисемпе тĕл пулса, вĕсем астăвакан ĕлĕкхи юрăсене çырса илсе вĕренес, илемлетсе сцена çине кăларас тесе хăйсем мĕн пултарнине йăлт тăваççĕ-çке! Çавăнпа хăйне евĕрлĕ юрă-кĕвĕсемпе пуян та ĕнтĕ пирĕн репертуар.
Юбилей каçĕнче те çĕнĕ номерсем нумай пулчĕç, куракансем тав туса алă çупни чылайччен илтĕнсе тăчĕ. Концерт вĕçленсен хăнасене пĕр пысăк сĕтел тавра пуçтартăмăр, шăрттансен шăрттанне, шÿрпине, хуплуне, кукăльне астивсе пăхма сĕнтĕмĕр, кăпăклă сăрапа хăналарăмăр, туслăхпа тăванлăх юррисене пĕрле шăрантартăмăр, карталансах ташларăмăр. Раштав уявĕпе «Улах» юбилейне пĕрле ирттерни питĕ килĕшрĕ çав каç клуба килнисене, пурте тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç. Шăрттан территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Саперов, юлашкинчен сăмах илнĕ май, ял халăхне ырă йăла-йĕркесене упранăшăн, çамрăксене вĕрентсе хăварнăшăн тав турĕ. Ара, халăх сăмахлăхĕ пуриншĕн те чи хаклă тупра-çке!
Зоя Яковлева,
«Улах» фольклор ансамблĕн илемлĕх ертÿçи
Февраль 2026 |
