НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнĕ çула халалланă акцие хутшăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:36 Просмотров: 190

Пучинкери вăтам шкулти хастар ачасен пĕр ушкăнĕ пĕтĕм çĕршыв шайĕпех пыракан «Раççей ачисен Хĕл Мучийĕ» акцине хутшăннă, вĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли ырă кăмăлпа парнесем хатĕрлесе вĕсене фронта валли хÿтлĕх каррисем çыхакансен тата госпитальсене кирлĕ япаласем çĕлекенсен центрне пырса панă. Ыркăмăллăх посылкисене хăйсем ÿкерсе ăсталанă саламлă открыткăсемпе çырусем чикнĕ. Парнесем кĕçех СВОна çитмелле.

Ачасемпе пĕрлех Хĕл Мучипе Юр пике те килсе çитнĕ кунта, хĕрарăмсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламланă, пылак кучченеçсемпе хăналанă. Пурте пĕрле карталанса тăрса, Лилия Иванова музыкçă баянпа каланă кĕвĕ-çемĕпе уяв юррисене шăрантарнă, кăмăл-туйăма хаваслăх кĕртнĕ.

Хĕл Мучипе Юр пике команди ялти аптекăсенче, магазинсенче, почтăра, пулăшу ĕçĕсем кÿрекен ытти организацисенче тимлекенсемпе те курнăçнă, çывхарса килекен асамлă уяв  ячĕпе саламласа пылак кучченеçсем валеçнĕ. Урамра тĕл пулнисене те савăнăç парнеленĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1