НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван çĕр вăй паратех

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 10:09 Просмотров: 163

Чăваш Тимеш салинче пурăнакан Раиса Семеновна Одинцова çак кунсенче чаплă уявне кĕтсе илчĕ – вăл 90 çул тултарчĕ.

Пурнăçра хура-шурне чылай тутанса  курнă Раиса Семеновна ял-йышра чăтăмлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, чыслăхĕпе палăрса тăрать. Вăл тĕлĕнмелле çын. Çулĕсене кура мар ăспа çивĕч, пуринпе те ăшшăн, тарават калаçать. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çак ялтах иртнĕ унăн.

Раиса Семеновна çамрăкла фермăна ĕçлеме вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă, пăру пăхнă. Ĕçсĕр ларма хăнăхманскер тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларас темен, тата чылай çул хăнăхнă сукмака такăрлатнă.

Раиса Семеновна ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ унăн виçĕ мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук пур. Алексей ывăлĕ Мари Элта çемйипе пурăнать, хурт-хăмăр  ĕрчетет. Вера хĕрĕ Мускавра тĕпленнĕ. Тăван тăрăха килсе çÿреме çулĕ çывăхах мар пулин те, юратнă амăшĕ патне çитсе килме май тупатех вăл. Ытти чухне Раиса Семеновнăна çывăх тăванĕсем, кÿршисем тата социаллă ĕçчен пулăшса пыраççĕ. Çавăнпа та хăйне нихăçан та пĕчченлĕхре туймасть кинемей.

Хăй çуралса ÿснĕ ялтан, юратнă кил-çуртĕнчен тухса каяс кăмăлĕ нихăçан та пулман унăн. Тăван çĕр вăй паратех! Тепĕр тесен тĕрĕсех каланă ĕлĕкхи çынсем - ват йывăçа куçарса лартмаççĕ тесе.

Сумлă юбилейпе Раиса Семеновнăна вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Лариса Хуснетдинова тата Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев саламланă. Вĕсем юбиляра çирĕп сывлăх, чун хăвачĕ, тапса тăракан вăй-хал, канлĕ те лăпкă кунсем, савăнăçпа ырлăх суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1