НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Арлановсен ылтăн туйĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 09:56 Просмотров: 158

Березовка тăрăхĕнчи чыслă-сумлă мăшăр Валерий Владимировичпа Галина Ивановна Арлановсем пĕрлешсе мăшăрланнăранпа çур ĕмĕр çитнине çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе пĕр-ле паллă туса ирттернĕ.

Ытти çемьесемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх шутланакан мăшăра хисеплесе ылтăн туй кĕрекине лартсах саламланă ял-йыш. Березовка территори пайĕ тата Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ячĕпе вĕсене культура çурчĕн администраторĕ Валентина Федорова тата Наталия Красновăпа Елена Васильева саламланă.

Арлановсен пурнăçĕ çăтмахри пек чечеклĕ те асамлă çул-йĕр тăрăх хывăнса пыман пулсассăн та, юрату кăварĕпе шăранса çирĕпленнĕ çемье карапĕ шанчăклăн малаллах ишнĕ, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пырса çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем патнеллех талпăннă.

Валерий Владимирович малтан учительте тăрăшнă, унтан чылай хушă «Березовка» колхозри парти организацине ертсе пынă. Галина Ивановна та педагог, вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне шкул ачисене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парас ĕçе халалланă, математика вĕрентнĕ, чылай ачашăн иккĕмĕш амăшĕ пулнă.

Арлановсем виçĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ, çирĕп ăс-тăн, аслă пĕлÿ панă. Вĕсем пурнăçри хăйсен вырăнĕсене, çемьеллĕ пулма мăшăр тупнă. Юбилярсем халĕ 11 мăнукĕпе хĕпĕр-теççĕ, вĕсемпе хутшăнса кăмăлĕсене уçаççĕ. Кунтан та ытларах телей тата мĕн пултăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1