НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çур ĕмĕр пĕрле, çума-çумăн

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 09:54 Просмотров: 215

Хамăр çумрах-çке тĕлĕнмелле çирĕп мăшăрсем пурăннине куратăн та, чун-чĕрере мăнаçлăх вăранать. Ĕмĕр çулĕпе пĕрле, алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса, тĕрев парса, савăнăç парнелесе, чи çепĕç туйăмĕсене упраса утаççĕ вĕсем.

Акă, Шăрттанти Иван Петровичпа Тамара Алексеевна Кошельковсене илер-ха. Килĕшÿллĕ мăшăр çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă турĕ çак тапхăрта. Ку юбилей паллă дата кăна мар, пурнăç никĕсĕн шанчăклăхĕ çирĕпленсе кăна пынине палăртакан пулăм та.

Вĕсем иккĕшĕ те ял-йышшăн ырă тĕслĕх пулнă. Иван Петрович шкул пĕтерсенех водителе вĕренсе тухнă та ĕç стажне «Ибресинский» совхозра пуçланă, маларах комбайнер, тракторист пулса вăй хунă, каярах машина çÿретнĕ.

Тамара Алексеевна - ăста пекарь тата кулинар. Вăл чылай çул Йĕпреçри çăкăр заводĕнче пекарь, унтан «Радуга» ача садăнче воспитателе пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ.

Çемьен чи хаклă мулĕ - юратупа килĕшÿлĕхре çуралса хĕвел çути курнă ачисем. Тăватă ача - тăватă тĕрлĕ характер, пурне те пĕр пек юратса, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Кошельковсен халĕ 6 мăнук тата 3 кĕçĕн мĕнук. Мĕнешкел телейлĕ-çке вĕсем пĕрле пуçтарăнсан! Пухăнмалли сăлтавĕ те пулчĕ, акă, юратнă ашшĕпе амăшĕн ылтăн туйĕ «тĕпренчĕкĕсене» пурне те тăван киле йыхравларĕ. Кошельковсене паллă кун ячĕпе ачисемпе мăнукĕсем кăна мар, Шăрттан территори пайĕн тĕп специалисчĕ Надежда Гордеева, ялти культура вучахĕ çумĕнчи «Улах» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Зоя Яковлева) саламланă, ылтăн туй кĕтсе илнине çирĕплетекен свидетельствăпа, чечек çыххипе, асăнмалăх парнепе чысланă, малашне те çемье телейне хушса пыма ырлăх-сывлăх суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5