Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма тепĕр хут «чĕрĕлнĕ».
Спектакль режиссерĕсем – Борис Манджиевпа Дмитрий Миронов, Нарспи рольне Антонина Казеева вылять, Сетнер сăнарне Евгений Урдюков калăпланă. Спектакле халăх юрри-ташшипе, чăваш тĕрри-эрешĕпе, чун хĕлĕхĕсене хумхатаракан кĕвĕ-çемĕпе илемлетнĕ. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăç куç умне яр уççăн тухса тăрать. Постановка пуянлăха, укçана хапсăнни пысăк инкек патне илсе çитернине витĕмлĕн ĕнентерет.
Апрель 2026 |
