НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Черетлĕ çĕнтерÿ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 09:48 Просмотров: 167

Раштав уйăхĕн 5 тата  6-мĕш  числисенче Шупашкар хулинчи ОТШ ДОСААФРА тинĕс пехотин кунне халалласа тинĕс  çар вăййисен   виçĕ енĕпе ăмăрту иртрĕ. Хĕрÿ тупăшăва республикăри   хуласемпе районсенчен пурĕ  34 команда  хутшăнчĕ. 

Кĕçĕн, вăтам тата аслă ÿсĕмри  102 çамрăк армеец хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕ. Йĕпреç муниципалитет округĕн чысне  Раççей Геройĕ Л.С. Константинов ячĕпе хисепленсе тăракан Çăкалăхри тĕп шкулти çамрăк армеецсем хÿтĕлерĕç.  Ачасене тупăшăва Кошелев А.И. вĕрентекен хатĕрлентерчĕ. Ăмăртăва икĕ команда хутшăнчĕ. Вăтам ушкăн чысне Артемьева Анна, Ананьев Павел, Семенова Алиса хÿтĕлерĕç.  Кĕçĕннисен ушкăнĕнче Ананьева Марта, Ананьев Володя, Кержаев Артур ăмăртрĕç. Хĕрÿ тупăшура  вăтам ушкăн аякка персе ывăтассипе 1-мĕш, тинĕс тĕввисем çыхассипе - 3-мĕш, ялав семафорĕпе паллăсем парассипе - 4-мĕш пулчĕç. Пĕтĕмлетÿ тăрăх, вăтам ушкăнсем хушшинче  çĕнтерÿçĕ ята  Шупашкар хулинчи 37-мĕш шкул команди  тивĕçрĕ. Пирĕн шкул команди 13 команда хушшинче  2-мĕш вырăна тухрĕ.

Кĕçĕн ушкăнрисем  аякка персе ывăтассипе 1-мĕш, тинĕс тĕввисем çыхассипе - 3-мĕш, ялав семафорĕпе паллăсем парассипе - 4-мĕш пулчĕç. Кĕçĕн ушкăнри çамрăк армеецсем те 13 комада хушшинче 3-мĕш вырăна тухрĕç. Ăмăртура палăрнă ачасене уйрăммăн чысларĕç. Ананьев Павел инçете персе ывăтассипе çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Павел «Чăваш Енри чи çамрăк юнга» ята тивĕçрĕ. Ананьев Владимир семафорпа паллăсем парассипе 2-мĕш пулчĕ. Унăн юлташĕ Артур Кержаев аякка персе ывăтассипе 2-мĕш вырăна тухрĕ. 

Çăкалăх ачисем хăйсен черетлĕ çитĕнĕвĕпе Раççей Геройĕ Л.С. Константинов ятне çÿллĕ шайра тытнине çирĕплетсе пачĕç. 

Юлия Кошелева,

вĕрентекен

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1