НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хаклă парне тата хастар ĕçлеме хавхалантарать

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 09:45 Просмотров: 247

Иртнĕ эрнере Пучинке салинче савăнăçлă лару-тăрура чыслă та сумлă уяв иртрĕ. Сăлтавĕ чăннипех те пысăк тата пĕрре кăна мар пулчĕ. Ял тăрăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли çулталăк çурă ытла маскировка хатĕрĕсем ăсталас ĕçе хастар та тухăçлă туса пыраççĕ. Нумаях пулмасть акă Пучинкери маскировка тетелĕ çыхакан алă ăстисем 700-мĕш хÿтĕлев каррине вĕçлерĕç. Вĕсемпе танах Çирĕклĕре «кикимора» ятлă пĕркенчĕксем çыхакан маттурсем те 400-мĕшне çыхса пĕтерчĕç. Ăмăртмалла ĕçлеççĕ тейĕн!

Кану мĕнне тахçанах маннă ĕнтĕ чунĕпе те, чĕрипе те çапăçу хирĕнчи паттăрсене çăлăнăç парнелес тесе ăнтăлакан хĕрарăмсем. Вырăнти ертÿçĕсем те, «Красный партизан» колхоз правленийĕ те пархатарлă ĕçе хутшăнакансене самаях тĕрев парса, хавхалантарса тăма тăрăшни савăнтарать. Черетлĕ уява та тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Хаклă хăнасене тав сăмахĕ калама муниципалитет пуçлăхĕ Игорь Семенов та çитнĕ, чĕререн тав тунă май, вăл «Красный партизан» колхоза тата Пучинкери сеть çыхакан хĕрарăмсен ушкăнне çапăçу хирĕнче çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене витĕмлĕ пулăшу панăшăн «Пĕрле» фондран Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн депутатне Роман Алексеева пулăшса пыракан Анна Евграфова  чунтан тухакан сăмахсемпе тав турĕ, Роман Юрьевич алă пуснă Тав çырăвĕсемпе хĕрарăмсен икĕ ушкăнне те савăнтарчĕ.

Йĕпреç округĕнчи хĕрарăмсен канашĕ ячĕпе вырăнти ушкăна ертсе пыракан Лилия Иванова сăмах илчĕ, вăл та ĕçченсене Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Администрацин Пучинкери территори пайĕ те тав çырăвĕсем хатĕрленĕ, Алина Терентьева специалист вĕсене ăшă та тулли кăмăлпа пачĕ.

Колхоз председателĕ Николай Иванов паянхи кун чи кирлĕ те пархатарлă ĕçе паттăррăн туса пынăшăн икĕ ушкăна та чĕререн тав турĕ, малалла та пĕр шухăшлă пулса туслăн ĕçлессе шанни çинчен пĕлтерчĕ.

Ушкăн ертÿçисем Ольга Кирилловăпа Ираида Федотова пĕрремĕш утăмсене еплерех туни çинчен аса илсе каласа пачĕç. «Пуçлама çăмăл, тытăнса тăма йывăр», - пĕтĕмлетрĕ Ираида Васильевна, тепĕр чухне ĕçлекен алăсам çав тери çитменнине палăртса. Ольга Васильевна «тĕлĕнмелле хăвăрт ĕçлекен» хĕрарăмсене ăшă сăмахсем каласа тав турĕ. Чăннипех те, пучинкесен ĕç тухăçлăхĕнчен тĕлĕнмесĕр май та çук, пĕр кунта икĕ, кирлĕ чухне – виçĕ сеть çыхса кăлараççĕ вĕсем!

Ырми-канми ĕçлекенсемшĕн уяв каçĕ чăннипех те пысăк парне пулчĕ. Шкул ачисем, хĕрарăмсен канашĕн вокал ушкăнĕ, ялти культура ĕçченĕсем тĕлĕнмелле чаплă та чĕрене пырса тивекен концертпа савăнтарчĕç. Александр Ильин, программăна меллĕ те çÿллĕ шайра ертсе пынă май, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Савăнма та, канса илме те май туса панăшăн алă ăстисем «Красный партизан» колхоз ертÿçине Николай Иванова, Пучинкери территри пайне тата Анатолий Петрова чунтан тав турĕç. Малалла та кал-кал ĕçлеме вăйсем хушăнни çинчен савăнса пĕлтерчĕç.

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5