НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Госпитальсене ăсатма посылкăсем хатĕрлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 09:43 Просмотров: 152

«Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕ çак тапхăрта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем аманнă хыççăн сипленекен госпитальсене питех те кирлĕ гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсатас тĕллевпе тунă пуçарăва пирĕн тăрăхри хĕрарăмсен канашĕсем те хастар хутшăнаççĕ, вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисем хăвăртрах сывалччăр тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшаççĕ.

Туçари хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ираида Ильина сĕннипе активистсен пĕр ушкăнĕ - Марина Николаева, Лариса Тимофеева, Альбина Башкирева, Ольга Агеева, Людмила Маркиянова, Светлана Яковлева тата ыттисем те - госпитальте усă курма кирлĕ япаласем - супăнь, шампунь, шăл тасатмалли тата ытти гигиена хатĕрĕсем, ăшă тумсем туянма сахал мар укçа-тенкĕ пухса панă. Тивĕçлĕ канури Римма Антоновăна уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вăл, 83 çулти пенсионерка, ырă кăмăлпа тăвакан ĕçсенчен нихăçан та пăрăнмасть, хальхинче те салтаксене валли 50 мăшăр ăшă нуски туянса панă.

Эйпеçри хĕрарăмсен канашĕн активисчĕсем, Çĕнĕ çул çывхарнине шута илсе, госпитальти салтаксене уяв парнипе савăнтарас тенĕ, посылкăсене мĕн кирлисене хунипе пĕрлех ача сачĕн шăпăрланĕсем ÿкерсе, чи çепĕç сăмахсем çырса илемлетнĕ открыткăсене чикнĕ.

Çавăн пекех Пăкăянти, Пучинкери хĕрарăмсен канашĕсен хастарĕсем те ыркăмăллăх акцине хутшăнаççĕ. Вĕсем те фронт çывăхĕнчех вырнаçнă госпитальсенче выртакан салтаксем валли Çĕнĕ çул парнисем, ăшă саламлă çырусем хатĕрлесе панă.

Ытти ял-поселоксенче те, организацисемпе учрежденисенче те хÿтĕлевçĕсене кăштах та пулин тимлĕхпе хавхалантарас тесе уяв парнисем пухаççĕ. Пурин те пĕр шухăш-тĕллев: «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!»

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1