Куславккара пурăнакан 60 çулти хĕрарăм хваттерне сутнă укçине ултавçăсене куçарса панă. Ку кăна мар-ха, вăл ăна палламан çынсене парас тесе Хусана çитнĕ.
Ун патне темиçе кун «ФСБ ĕçченĕсем» шăнкăравланă, Украина çарĕсене укçа куçарса панăшăн ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă имĕш. Ĕнентерес тесе «уведомлени» те ярса панă. Чикĕ леш енне укçа куçарма хатĕрленнĕ банк ĕçченне тупма пулăшмасан хĕрарăма тĕрмене хупассипе хăратнă.
Палламан çынсем каланипе вăл «следовательпе» калаçма телефон туяннă та никама ним каламасăр Хусана кайнă. Унта счечĕ çинчи 3,1 миллион тенкине (хваттерне сутнă укçа) илнĕ те банкомат урлă палламан çынсем каланă счет çине куçарнă. Преступниксем каллех укçа ыйтма тытăнсан кăна вăл улталаннине ăнланнă.
Май 2026 |
