НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вăрçă ачи юбилей саламне йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 10:01 Просмотров: 179

Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Дмитриев  çак тăрăхри вăрçă ачине Иван Николаевич Николаева 90 çулхи юбилейĕпе саламланă.

Ветерана Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семенов ячĕпе саламлă открытка, чечек тата парне парса чысланă, çирĕп сывлăх, лăпкă та канлĕ кунсем, ачасемпе мăнуксенчен пархатар курса пурăнма суннă.

Иван Николаевичăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă çулĕсенче иртнĕ. Çĕршывăмăр çине фашист салтакĕсем тапăнса кĕнĕ çулхине вăл ултă çул тултарнă. Камăн ачалăхĕ телейлĕ пулнă-ха ун чухне? Нумай терт-нуша витĕр тухма тивнĕ ăна та, ыттисене те. Вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене те чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ. Çапах та шăпана нихăçан та ÿпкелемен юбиляр, мĕн пуррипе çырлахнă, пурнăçпа киленнĕ.

Сумлă юбилейне Иван Николаевич ачисемпе, мăнукĕсемпе, çывăх тăванĕсемпе кĕтсе илнĕ. Юратнă çыннисем юнашар пулса тĕрев парса пыни паянхи куна уншăн чи пысăк телей.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1