Пучинке салинче пурăнакан Валентина Ивановна Петровăна 75 çулхи юбилейĕпе Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов саламланă, Тав çырăвĕ парса вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, телей, хастарлăх, ĕçре ăнăçу суннă, чечек çыххипе асăнмалăх парне парнеленĕ.
Валентина Ивановна медицина ĕçченĕ. Вăл Пучинкери пĕтĕмĕшле тухтăр практикин (çемье медицинин) уйрăмĕн тухтăрĕ пулса нумай çул ĕçлет. Ял-йыш ăна чăннипех те юратать, шанать. Вăл пысăк хисепе иксĕлми тăрăшулăхĕпе, хăйĕн ĕçне юратса тимленипе, çынлăхĕпе, обществăлла ĕçсенче хастар пулнипе çĕнсе илнĕ. Сыватмăш çуртне вăл е ку ыйтупа килекен кашни çынна пулăшма, лайăх сĕнÿ-канаш пама тăрăшать шурă халатлă ĕçчен. Ял-йышăн сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе час-часах сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли пирки калаçусем йĕркелет.
Валентина Ивановна мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян мăнукĕсем асламăшне куç тулли телей парнелеççĕ, чĕрепе ватăлма памаççĕ.
Анна Михайлова
Январь 2026 |
