Иртнĕ эрнере, чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕ пуçарăвĕпе наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Мероприятие Краеведсен кунне халалланă, ăна Йĕпреçри тĕп вулавăшра йĕркеленĕ.
Конференцире тухса калаçакансем Йĕпреç районĕнчи топонимикăна тимлĕн тĕпченĕ, хамăр тавралăха «йĕрлесе тупнă» çĕнĕ материалсемпе паллаштарнă. «Тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен хакли çук» сăмахсем мероприятин тĕп тĕллевĕ пулса тăнă. Чăнах та, Йĕпреç ен историйĕпе питĕ пуян кĕтес пулни тухса калаçакансен тĕпчевĕсенче илтĕнсе тăчĕ.
Пухнă материалсем, тĕпчев ĕçĕсем кĕнеке кăлармалăх та пур иккен. Интереслĕ материалсене упраса хăварас, истори пĕлтерĕшлĕ шырав ĕçĕсене ĕмĕрлĕх сыхласа хăварас тĕллевпе çак шухăша пурнăçа кĕртмеллех тесе сăмах пуçарнă вĕрентекенсем.
Анна Михайлова
Январь 2026 |
