Ятарлă çар операцийĕ пыракан çĕрте маскировка сечĕсем паян питех те кирлĕ. Вĕсемпе çар техникине, окопсемпе блиндажсене витеççĕ. Çапăçусем пынă чухне ку сетьсем тимĕртен тунă тумтире çитмеççĕ, паллах, çапах та пирĕн салтаксем хăйсене хÿтлĕхре туяççĕ.
Пĕтĕм Раççейри пекех, Йĕпреç округĕнчи ялсенче пурăнакансем те вăй çитнĕ таран çар çыннисене пулăшма тăрăшаççĕ. Фронта тĕрлĕ виçеллĕ тата тĕрлĕ тĕслĕ сетьсем тăтăшах ăсатаççĕ. Ирçе Çармăсри клубра та ĕç кал-кал пырать, хамăр салтаксене мĕнле те пулин пулăшас тĕллевпе кунсерен 15-20 çынран кая мар пухăнать унта, хăш-пĕр чухне тата та ытларах. Хĕрарăмсем ирхине 8 сехете пыраççĕ те çĕрлечченех пĕр канми тăрăшаççĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли 2023 çултан пуçласа паянхи кунччен пурĕ 445 хÿтĕлев карри çыхнă, вĕсене пурне те салтаксем патне çитернĕ. Çав хушăрах палăртас пулать% материалсем яланах ял халăхĕ пухнă укçапа туянатпăр. Шупашкар хулинчи волонтер Наталья Шарукова ку енĕпе пире яланах пулăшма тăрăшать. 2023 çултан пуçласа ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе халăхран 1496000 тенкĕ пухрăмăр, çав укçан ытларах пайне сетьсем çыхмалли хатĕрсем туянма уйăратпăр. Çавăн пекех хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ çар служащийĕсене хавхалантарас тĕллевпе окопра е блиндажра çутма çуртасем хатĕрлесе пачĕç. Юлашки вăхăтра шлемсем çине тăхăнтартмалли хÿтĕлев калпакĕсем те çыхма пуçларăмăр. Кашни сетьпе пĕрле нускисем, шăл тасатмалли тата хырăнмалли хатĕрсем, кофе, чей тата ытти апат-çимĕç те парса яратпăр. Юлашки вăхăтра кÿршĕ районти волонтерсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пулăшăва хăвăрт, кĕске вăхăтрах палăртнă вырăна çитерме пулăшать.
...Историрен пурте аван пĕлетпĕр% Раççей çийĕн инкек сиксе тухсан, ăна хÿтĕлеме çар тумĕ тăхăннисем кăна мар, пĕтĕм халăх кар тăнă. Авалтан çавăн пек пулнă, халĕ те çаплах, малашне те çапла пулĕ. Пирĕн те паян пурин те пĕр тĕллев пулмалла - Çĕнтерĕве çывхартма кашнин пулăшмалла.
Тамара Протасова,
Ирçе Çармăс сали
Январь 2026 |
