Туçари культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ иртнĕ кунсенче Вăрнар муниципалитет округĕнче гастрольте пулнă.
Ноябрĕн 30-мĕшĕнче çак ял артисчĕсем Кульцаври культура вучахĕнче концерт лартнă, курма килнисене Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламласа кăмăл-туйăма çĕклентерекен чăвашла, вырăсла юрăсем, илемлĕ ташăсем парнеленĕ. «Ахах» фольклор ушкăнĕ, «Кружева» ансамбль тата уйрăм солистсем хăйсен чи лайăх юрри-ташшисемпе сцена çине тухнă. Залри лăк тулли халăх хитре чăваш тумĕсемпе, шăнкăрав пек сассисемпе уява илем кÿнĕ хăнасене кăмăллă канушăн тав туса хыттăн алă çупнă.
Туçасем хăйсем те концерт номерĕсене çÿллĕ шайра кăтартма майсем туса панăшăн вырăнти йĕркелÿçĕсене тата культура çурчĕн заведующине ăшшăн тав тунă.
Август 2026 |
