Смычка поселокĕнче пурăнакансене Йĕпреç муниципалитет округĕнчи Культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем - «Гармония» тата «Илем» вокал ансамблĕсем, Ирина Павлова, Андрей Петров, Наталия Романова тата Ирина Шумихина уйрăм солистсем иртнĕ шăматкун уяв концерчĕпе савăнтарнă уйрăм солистсем.
Чи малтанах куракансен умне Ирçе Çармăс территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков тухнă, хĕрарăмсене Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каланă. Унтан сцена çинче артистсем «хуçаланнă», пĕрин хыççăн тепри юрăсем шăрантарнă, ташăсем кăтартнă.
Куракансем кашни номере хапăл туса йышăннă, юрă-кĕвĕ парнисемшĕн тав тунине палăртса чылайччен алă çупнă. Аннесене халалланă концерт вĕсен чĕрисенче чи ырă туйăмсем вăратнă.
х х х
Хурамалти культура вучахĕнче те Амăшĕн кунĕ тĕлне хатĕрленĕ концерта курма халăх йышлă пухăннă.
Вĕсен умне территори пайĕн начальникĕ Валерий Евграфов тухнă, уявпа саламланă май, амăшĕсен кăмăл-туйăмне уçмалли, хавхалантармалли сăмахсем тупнă. Вырăнти талантсем - илемлĕ пултарулăх ăстисем - пысăк концерт кăтартнă.
х х х
Пысăк Упакассинче те уяв каçĕ хаваслă та кăмăллă иртнĕ. Ялти культура çуртне пуçтарăннисене территори пайĕн пуçлăхĕ Виталий Романов саламланă, амăшĕсене çуратса-пăхса ÿстернĕ ачисенчен пурнăçра пархатар кăна курма суннă.
Культура ĕçченĕсем уяв тĕлне пуян программа хатĕрленĕ, концертра юрри-ташши те, сăвви-кĕвви те сахал мар пулнă, курма килнисен кăмăлне кайнă.
х х х
Буинскри культура вучахĕнче иртнĕ уяв каçне территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Григорьева уçнă, вăл хĕрарăмсене Амăшĕн кунĕпе саламланă, уйрăмах хĕрÿллĕ салам сăмахĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассине хăйсен тĕп ĕçĕ туса хунă активисткăсен ячĕпе пулнă.
Ветерансен канашне чăмăртаннă пенсионерсен адресĕпе те ăшă сăмахсем каланă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, çителĕклĕ пурнăç суннă.
Клуба килнисене вырăнти артистсем ташăсемпе сценкăсем лартса, юрăсем шăрантарса хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Юлашкинчен пурне те тулли кĕреке хушшине чĕннĕ, туслăн пĕрле пуçтарăнса кукăльпе чей ĕçнĕ, кăмăл-туйăмĕсене ирĕке ярсах ташласа-юрласа савăннă.
х х х
Кĕлĕмкассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсемпе кунти пултарулăх ушкăнĕсене çÿрекенсем Амăшĕн кунĕ умĕн клубра ятарлă программăпа концерт кăтартнă.
Уява пухăннисене Йĕпреç муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Кĕлĕмкассинчи уйрăмĕн председателĕ тата «Единая Россия» партин пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ Ева Петрова тата Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов саламланă, хĕрарăмсене, уйрăмах СВОри салтаксене маскировка хатĕрĕсемпе, гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерекен хастар волонтерсене ырă ĕçсемшĕн чĕререн тав туса ăшă сăмахсем каланă.
Концертра вырăнти вăтам шкул вĕренекенĕсем, Йĕпреçри ачасен искусствăсен шкулĕн воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, çавăн пекех салари культура вучахĕ çумĕнчи «Тарават» халăх хорĕ, «Мерчен» хĕрарăмсен вокал ансамблĕ, «Энергия» ташă ушкăнĕ чи лайăх номерĕсене куракансем умне кăларнă. Вĕсен юрри-ташшисене купăспа тата баянпа выляса Трифон Сергеевпа Виталий Дмитриев купăсçăсем кĕвĕсемпе илемлетсе пынă.
Кĕлĕмкассинчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем ку тăрăхра пурăнакансене кăна мар, Березовка территори пайĕнчи хĕрарăмсене те Амăшĕн кунĕ ячĕпе савăк кăмăл-туйăм парнелеме пултарнă. Чÿкĕн 29-мĕшĕнче «,мĕт» халăх театрĕ Березовкăри культура çуртĕнче Н.Сидоров пьеси тăрăх лартнă «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» камит кăтартнă. Куракансем çав тери кăмăлласа йышăннă артистсене, спектакле шыв сыпнă пек шăппăн пăхса ларнă. Ара, Шупашкарти артистсенчен пĕрре те начар мар выляççĕ-çке ялти артистсем, сăнарсене чăн пурнăçри пек тĕрĕс уçса параççĕ!
Ку пĕрлĕхлĕ мероприяти театр искусствине юратакансене пĕрлештернĕ кăна мар, искусствăшăн нимĕнле чикĕ те çуккине ĕнентерсе панă. Спектакль вылякансем çавна май хăйсен сцена ăсталăхне те туптаса аталантарма пултарнă.
х х х
Киров территори пайĕн Пăкăянти культура çуртĕнче Амăшĕн кунĕ ячĕпе «Амăшĕн тĕнчи» уяв концерчĕ иртнĕ.
Унта тĕрлĕ çулсенчи хĕрарĕмсене чĕннĕ. Вĕсене малтанах ял тăрăхĕн ертÿçи Евгений Ерилеев ăшă сăмахсемпе саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Вăл Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хÿтĕлевçĕсен амăшĕсене чăн-чăн патриот-ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав тунă.
Унтан клуба пухăннисене концертпа, сăвă-юрăсемпе савăнтарнă, викторина ыйтăвĕсене хуравлаттарнă. «Пародия звезд эстрады» темăпа иртнĕ конкурс вара пурне те тыткăнланă, хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Пысăк пукане - Тима упа - амăшĕсене пĕчĕк парнесем валеçме тытăнсан пурте унпа çумăнрах пулма тăрăшнă, ара, упапа юнашар чухне хăвна юмахри пекех туятăн-çке!
Уяв каçĕнче хĕрарăмсем хăйсен хĕр чухнехи кĕписене те демонстрациленĕ, мĕнешкел хăйне евĕрлĕ тата илемлĕ пулнă-çке вĕсем, ĕлĕкхи тумсем.
х х х
Шăрттанти культура çуртĕнче те Аннесен кунне халалланă «Юратупа тулнă чĕре» ятлă уяв иртнĕ. Унта хутшăннисене территори пайĕн тĕп специалисчĕ Надежда Гордеева саламланă, вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан, Тăван çĕршывăмăрăн мирлĕ пурнăçне хÿтĕлекен хăюллă салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене тав тумашкăн нумай ăшă сăмах тупнă.
Уява килнисене «Улах» фольклор ушкăнĕ, арçынсен ансамблĕ, уйрăм солистсемпе купăсçăсем хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.
Светлана Быкова хатĕрленĕ
Январь 2026 |
