НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕчĕклех сăвă калама ăста

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2025, 10:16 Просмотров: 192

Пучинкери вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Таисия Алексеева (вĕрентекенĕ тата конкурса хатĕрлентерекенĕ Т.В.Козлова) Çеçпĕл поэзийĕн фестивалĕн шайĕпе иртнĕ регионсем хушшинчи «Çеçпĕл вулавĕсем» конкурсра, хăйпе пĕр тантăш ачасем хушшинче ăмăртса, виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Таисия чăвашсен хĕрÿ чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çырнă хăйне килĕшекен сăвва илемлĕ интонаципе, итлекенсен чĕрисене витермелле пăхмасăр тата пĕр такăнмасăр каласа пама пултарнă, жюрире ларакансем унăн пултарулăхне пысăк хак панă. Пĕчĕкçĕ талант конкурсран награда – диплом - илсе таврăннă.

Светлана Быкова хатĕрленĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1