НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Умра ялкăшать кил çути

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:46 Просмотров: 195

Малалли

 

Гриша Сергеев куçне хупрĕ те пăшăлтатрĕ,

- Паллах, - терĕ. - Мĕнле пĕлместĕп пулĕ.

Тыткăна лекнĕ салтака стена çумне вырнаçтарса лартрĕ Максим, аллисене вара ирĕке яма васкамарĕ. Калаçу майĕпен юхрĕ. Малтанах Гриша Украинăна куçса килсен пурнăçне йĕркелени пирки каласа пачĕ, вăрçă тухсан салтака илнине пĕлтерчĕ, хăш çапăçусенче пулнине асăнчĕ. Харьковра мăшăр  тупнă иккен, ывăл ача ÿсет вĕсен. Арăмĕ - украинка. Çара ăсатнă чухне хĕрес вырăнне кулон çакса янă упăшки мăйĕ çине. «Ан çухат, çухатсан пирĕн çыхăну татăлать», - тенĕ вăл. Кулонне вилес умĕн кукамăшĕ парса хăварнă иккен,  кукашшĕ нимĕçсен лагерĕнче пулнă пулсан та киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă, çак кулона хĕвĕнчен кăларман. Ун чухне те икĕ енче юратнă çынсен сăнĕсем тăнă. Гриша вара, путвалта хаклă япалапа киленсе ларнăскер, çапăçу пуçлансан хăвăрт сиксе тăнă та ăна çар билечĕпе пĕрле хурасшăн пулнă. Иçмасса, иккĕшĕ те ÿксе юлнă иккен. Çавсене шырама каялла килнĕ кунта.

Икĕ тус та хăйсем пирки кĕскен пĕлтерчĕç. Нумайччен пуплесе ларма вăхăт çуккине ăнланса, Максим каллех хăтăлмалли план турĕ. Çакна асăрхаса, Гриша сăмах чĕнчĕ:

- Эсир аякка каяймастăр. Иксĕр те аманнă. Виктор, акă, пачах утаймасть тетĕн...

- Эсĕ пулăшатăн.

- Пулăшмасан... Пулăшмасан, вĕлеретĕр-и?

Чĕнмерĕç. «Кирлĕччĕ-и çакă вăрçă. - пулчĕ кашнинчех шухăш. - Ирсĕр политиксем тăван халăхсене çапăçтараççĕ. Халăхсене те, туссене те тăшман тăваççĕ».

- Кала, - пырса тăчĕ Максим Гриша умне. - Кам эсĕ, тус е тăшман. Тус пулсан, пирĕнпе пыратăн, тăшман-тăк - кăннă хыççăн кунтах выртса юлатăн.

- Тăшман,_ терĕ тыткăнри.

- Куçмастăн апла пирĕн енне.

- Çук.

- Мĕншĕн.

- Мĕншĕн тесен, манăн килте - арăм, ывăл. Вĕсем мана сутăнчăк тесе асăнса пурăнччăр-и. +ук, сутăнчăк пулаймастăп...

- Юлташусем вара. Юлташусене сутмастăн-и халĕ.

Гриша шухăша путрĕ, пуçне пĕксе ларчĕ. Йывăр вăхăтра ытла та йывăр йышăну тумалла пулчĕ унăн.

- Ну... - васкатрĕ хирĕç тăраканни. - Хăвăртрах... Автомат черетне кĕтетĕн-и.

- Эсир те чĕрĕ юлмастăр, çакна ан манăр. Кĕçех мана шыраса юлташсем çитеççĕ...

- Калама çук чаплă ви-лĕмпе вилетпĕр виçсĕмĕр те! Калама çук маттурсем эпир, чăваш ачисем! - тарăхса утрĕ Максим. - Хамăра-хамăр пĕтерме ытла та ăста! - Вара тăруках чарăнса тăчĕ те Гришăн куçĕсенчен пăхрĕ: - Акă мĕн, Украина нацисчĕ% хăвăрăннисем патне каятăн та, кăштах курăнатăн та каялла таврăнатăн. Пире вăрман хĕрне çитерсен кулона каялла илетĕн те вĕçетĕн хăвăн нацикусем енне! Кутран тапсах ăсататпăр! Арăмун парни, унăн халалĕ, акă, кур, _ кăларчĕ вăл малти кĕсйинчен кулона. - Çар билечĕ, тен, кирлĕ пулать, ме, - пăрахрĕ ури умне. - Килмесен кулона тек кураймастăн. Акă, граната çумне çыхатăп ăна. Мĕнле куçпа пăхăн юратнă арăм куçĕнчен. Тÿр килĕ-ши ун патне таврăнма.

Гриша кĕлĕ вуланă евĕр пĕр вĕçĕмсĕр шăппăн калаçрĕ. «Юрататăп.... Кĕт...  Пĕрле пулатпăр...» - илтрĕ хăш-пĕр сăмахĕсене путвалта автоматпа утакан арçын.

Тыткăнçă аллисене салт-ма ыйтрĕ, вĕсене çÿлелле çĕклесе тăчĕ.

- Ĕненĕр, пулăшатăп, - терĕ вăл чунтан. -Хăрушсăр вырăна илсе тухатăп та малалла хăвăр каятăр. Тулĕк манăн хамăрăннисем патне çитсе килмелле, унсăрăн шырама пуçлаççĕ.

- Суятăн! - чăрт!  сурчĕ урайне Максим. - Нацист! Амăшĕн ятне  маннăскер! Пăвса хурăттăм çакăнтах!

Гриша Турă умĕнче темиçе хутчен хĕрес те хучĕ хăйĕн çине, Куславккана та аса илчĕ, пилĕк тенкĕлĕх парăм пирки те каларĕ. Вăл шухăшланă пек тумасан виççĕшĕ те путвалтах юлассипе хăратрĕ.

Максимпа Виктор пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Кăшт тăрсан:

- Кай! - терĕ автоматли. - Пăхăпăр, юлнă-и санра тĕпренчĕк чухлĕ çынлăх... Тулĕк асту, пире сутсассăн, хăв та пĕтетĕн, ывăлу та, арăму та сана кураймĕç...

Гриша шăппăн путвалтан тухрĕ. Унăн ури сассисем хăвăрт илтĕнми пулчĕç.

- Килмест... - терĕ Виктор.

Çур сехет иртрĕ. Сас-чÿ пулмарĕ. Тата тепĕр çур сехет кая юлчĕ, тăшман салтакĕ таврăнмарĕ. Максим та халĕ хăйсене улталанине ĕненчĕ.

Кĕçех украинецсен отрячĕ çитмелле. Икĕ тус пĕр-пĕрне ыталаса ларчĕç. Халĕ вĕсем чăннипех те пысăк инкеке кĕрсе ÿкнине туйрĕç, мĕншĕн тесен Гриша тăшмансене мĕн пĕлтермеллине, паллах, пĕтĕмпех пĕлтернĕ.

- Мĕнле шутлатăн, Максим, таврăнатпăр-и эпир киле. - юлташĕн куçĕсене шырарĕ Виктор.

- Пĕлместĕп... -  хуравларĕ лешĕ.

- Эпир мĕнле вилнине никам та тавçăраймĕ...

-  Гриша пĕлĕ...

-  Никама та каламĕ...

- Таврăнатпăр, Виктор, таврăнатпăр! - хăйне те, юлташне те улталасшăн пулчĕ Максим. Вара ура çине тăчĕ те хăюллăн калаçма тытăнчĕ. - Юлашки юн тумламĕ  ÿкиччен килелле шăватпăр! Алă пÿрнисенче шăмăсем тухиччен çĕре чаваласа малалла каятпăр! Вилетпĕр, пурпĕрех киле çитетпĕр!

Вăл пĕчĕк кантăк умĕнчи пулемета, алăк тавра çакса хунă гранатăсене тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Юлташĕ çумне, ăна пытарас тесе, шкафран юлнă хăма татăкĕсене таянтарчĕ.

Кĕтмен çĕртен тенĕ пек ура сасси илтĕнчĕ. Калаçса татăлнă пекех, урамри çын виçĕ хутчен ÿсĕрсе илчĕ. Пĕчченех-ши. Максим алăк хыçне пытанчĕ. Тăнласа итленĕ хыççăн çывăхра салтаксем çуккине ăнланчĕ.

- Гриша...

- Эпĕ...

Виктора пиçиххисемпе Гриша çурăмĕ çине çыхса хучĕç. Урама тухсан хăлаç хыççăн тата тепĕр хăлаç малалла шурĕç ачалăхри виçĕ тус. Вĕсене хура тÿпе çеç сăнаса тăчĕ. Шеллерĕ пулĕ вăл. Аякра-аякра, çутă та таса килĕсенче вара чи çывăх çыннисем кĕтрĕç. Вĕсен чĕрисем, каçсерен шывланакан куçĕсем хăвăртрах таврăнма йыхăрчĕç, ĕненÿпе вăй пачĕç. +авă çынсемпе каллех пĕрле пуласшăн, çавă куçсене пăхасшăн, чĕри тапписене туясшăн вилĕме çĕнтерсе малалла ăнтăлчĕç Викторпа Максим. Гриша та хăйĕн пурнăçне кашни самантрах çухатма пултарасса пĕлсех вĕсемпе пулчĕ.

- Эпĕ кулоншăн килĕш-рĕм тесе ан шухăшлăр, - терĕ вăл каннă вăхăтра. - Сире путвалта хăварнă пулсан, пĕр каç та, пĕр кун та лăпкă пулмăттăм. Вăрçă хыççăн, сывă юлсан, тĕл пулăпăр-ха.

Вăрман кĕтесĕ курăнма пуçларĕ. Ирхи çутă киличчен çавăнта çитсе ÿкмелле. Анчах виççĕшĕн те вăйĕсем пĕтсе çитнĕ. Кашни хăлаçа шутласа шурĕç вĕсем.

- Вун иккĕ... Вун виççĕ... Вун тăваттă... Вун пилĕк... Вçо! Канатпăр, - пĕлтерчĕ Гриша.

Çапла каларĕ кăна, вĕсен çийĕн дрон вĕçни илтĕнчĕ. Тăшман асăрхарĕ апла... Максим автоматне çÿлелле çĕклерĕ те пеме пуçларĕ. Гриша, Виктора хÿтĕлес тесе, кăкăрпа тÿпенелле çаврăнса выртрĕ. Унăн айĕнче аманнă çын аран сывларĕ.

Дрон, виçĕ вăйсăр çынтан кулнă пек, пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр çĕрелле вĕçрĕ. Пульăсем ниепле те лекеймерĕç ăна. Тепре килсен салтаксем çийĕн çакăнса тăчĕ те снарядне пăрахрĕ. Максим снаряда лектересшĕн пĕр вĕçĕмсĕр шатăртаттарчĕ, Гриша пуçне аллисемпе хупларĕ.

Шатăр-р-р! çурăлчĕ снаряд çĕр çинче.  «Ах!» - илтĕнчĕ сасă.

- Хăшĕ амантăр. _ сиксе çитрĕ Максим. - Кăкăрунтан лектернĕ сана, Гриша... Икĕ çĕртен... - Вăл хăвăртрах сурансене çыхрĕ, укол турĕ. - Шĕкĕр Турра, осколокĕсем пысăках мар курăнать, чăтсам тепĕр хушă... Çитер пире вăрмана...

- Тек шăвăнаймастăп, утма тивет, - пĕлтерчĕ лешĕ.

- Атя, утатпăр... - тытрĕ унăн хулĕнчен Максим. -Эпĕ пулăшатăп... Ÿкместпĕр, çитетпĕр...

Виçĕ çамрăк арçын уй варрипе  ÿсĕр çынсем пек сулланса утăм хыççăн утăм турĕç. Урисем вĕсене итлесшĕн пулмарĕç. «Киле, киле, киле...»  -  тапрĕ иккĕшĕн тăнлавĕнче шухăш. «Çăласчĕ, сăмах панине пурнăçласчĕ», - пулчĕ теприн ĕмĕтленни. Кĕç-вĕç тепĕр дрон вĕçсе çитессе кĕтрĕç хăйсем. Утсан-утсан, сурансен ыратăвне хăнăхса çитсен, вĕсем вилĕм пирки манчĕç, халран вуçех сулăннăскерсем,  малалла каймаллине чунпа кăна туякан пулчĕç.

- Атьăр выртар... - сĕнчĕ Максим.

- Çук, - хуравларĕ Гриша. - Выртсан тек çĕкленейместпĕр... Канса тăрсан та çитет...

Вăрман хĕрне çитнĕпе пĕрехчĕ, тÿпере тимĕр кайăксем курăнса кайрĕç. Питĕ нумайăн пулчĕç вĕсем. +ирĕме яхăнах шутласа кăларчĕç. Виççĕшĕ те чăнласах вилĕм çывхарнине ĕненчĕç. Максим Гришăна кулонне кăларса тыттарчĕ, юлашки самантра арăмĕн сăнĕпе пĕрле пултăр терĕ пуль. Гриша тав туса пуçне сĕлтрĕ те йĕрсе ячĕ. Пĕрре Максимпа Виктор çине пăхрĕ, тепре мăшăрне тĕсерĕ.

Максим каллех чĕркуççи çине тăчĕ те автоматне çÿлелле çĕклерĕ. Гриша çĕре тăсăлса выртрĕ, хăйĕн кĕлеткипе Виктора хупларĕ.

Малалли пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3