НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юбилей ячĕпе саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:39 Просмотров: 228

Алевтина Пантелеймоновна Степанова Красная Заря поселокĕнче пурăнакан чи аслă çынсенчен пĕри. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ.

Паллă пулăмпа ăна Березовка территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Никифоров тата унччен «Березовка» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Василий Игнатьев хисеплесе саламланă. Алевтина Пантелеймоновнăна Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă çырăвне, асăнмалăх парне тата чечек çыххи парса хавхалантарнă.

Вăйпитти вăхăтне кинемей «Березовка» колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан, мĕнпур ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туллин туйса пурнăçлакан хĕрарăма бригадир ĕçне те шаннă, ферма заведующийĕ те пулнă вăл. Ваттисен сăмахне асра тытнă: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр».

Паян Алевтина Пантелеймоновна хăйне телейлĕ çын тесе калама пултарать. Мĕн кирли йăлт пур унăн. Çуратса пăхса ÿстернĕ тĕпренчĕкĕсем çумрах, хисеплеççĕ, пăхаççĕ. Çывăх çыннисем тимлĕх уйăрни ăна кашни çĕнĕ куна кĕтсе илме пысăк хавхаланупа вăй парса пырать. Юратнă мăнукĕсем те чĕрине ăшăтаççĕ, вĕсем пиллĕкĕн, мăнукĕсен ачисем вара тăваттăн.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网