НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Асрах вĕрентекенĕн таса сăнарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:36 Просмотров: 223

Эпĕ ун чухне тăваттăри ача пулнă. Пирĕн яла 1947 çулхи çу кунĕсен вĕçĕнче Анастасия Алексеевна Егоровăпа Илья Григорьевич Шашкин  пуçламăш шкула ĕçлеме килнĕ.  Савнă мăшăрсене Вăрăм шывĕ пуçланса кайнă вырăнта ял туса янă çынсем ăшă кăмăл-туйăмпа йышăннă. 1922 çулта йĕркеленнĕ Савккара уçăлнă шкулта ĕçленĕ тапхăрта хăй мĕн пĕчĕкрен ачасене тарăн пĕлÿ пама ĕмĕтленнĕ Илья Григорьевич Шашкин пĕтĕм вăй-халĕпе ăсталăхне парса ĕçленĕ, «Букварь» тĕнчин вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă хушăрах кирлĕ тарăн пĕлÿ илессине тĕпе хуракан ачасене канăçа пĕлмесĕр вĕрентнĕ.

Шашкинсем пĕлÿ тĕнчине илсе кайнă вĕренекенсен хушшинчен тухнă маттурсене пурне те  вулакансен умне кăларма,  тем тесессĕн те, эпир ниепле те пултараймăпăр, çапах та вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене асăнса иртетпĕрех. Тăван çĕршывăн аслă вăр-çинче ăмăрткайăк пекех хăюллăн  кĕрешнĕ, фронтран «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне çакса таврăннă капитан ăс-хакăл тĕнчине ăшпиллĕн илсе кĕнĕ яш-кĕрĕм йышĕнче кам кăна çук-ши? Чĕлхем çине килнисене ятранах асăнса тухăп.

Чăваш Республикин тава тивĕвçлĕ артистки, Шупашкарти Йĕпреçсен ентешлĕхĕн канăçсăр ертÿçи Антонина Краснова общество ĕçне юратса пурнăçланă хушăрах куракансене хăйĕн репертуарĕнчи программăсемпе паллаштарма вăхăт тупать. Гастрольсене тухса çÿреме те ĕлкĕрет Çĕнĕ Кĕлĕмкасси чиперкки. Репертуарне çĕнетсех тăрать халăх кăмăлне туллин тивĕçтерекен артистка...

Тăван яла час-часах килсе çÿреме вăхăчĕ хĕсĕкрех пулин те, сăпка сиктерсе ÿстернĕ Савккана килсе çÿрессине нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăвармасть Николай Александрович Кириллов, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ. Вăл вăтăртан иртсенех ăслăлăх çынни пулнине çирĕплетекен документ илме пултарнă. Ял-йыш тивĕçлипех мухтанать унпа, пĕчĕк кăна ял сумне çÿле çĕклеме ăс-хакăл çитернĕ ентешпе.

Тăван çĕршывăн тĕп хулинче, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче полковника çитиччен ÿснĕ Валерий Кириллович Кирилловпа та тивĕçлипех мăнаçланма пултаратпăр. Ку йышах тата паллă экономиста Валентина Федоровна Парамоновăна, çавăн пекех Удмурт Республикин тĕп электрикĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлакан Геннадий Михайлович Гаврилова кĕртĕпĕр...

Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ чылай яш-кĕрĕме Илья Григорьевич Шашкин кăткăс пĕлÿлĕх тĕнчине туртса кĕнĕ. Вăл мана та пуçламăш шкул программине алла илме хăнăхтарнă, çивĕч кăткăслăхсене ансатлатма пулăшнă. Хама сывлăх сыхлавĕнче тăрăшма тÿр килни те, кунта ырă ят-хисепе тивĕçсе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» пулса тăни те Илья Григорьевича чун-чĕререн уçăмлăн тав сăмахĕ каламалли сăлтавах тесе шутлатăп эпĕ.  Енчен те вăл  мана çирĕп пĕлÿ никĕсне тарласа хывнă вăхăтра чăн-чăн тараватлăхпа пулăшман пулсан, çак йĕркесене çырма, паллах, вăй-хал тупаймастăмччĕ ĕнтĕ. Ăна пуриншĕн те пурне те илтмеллех ăшшăн тав  тăвас килет манăн.

Эпĕ пĕрре кăна мар тĕл пулнă Илья Григорьевичпа. Пĕррехинче иксĕмĕр хушăра çакăн пек калаçу пулса иртнĕччĕ. «Сире КПСС райкомне ĕçлеме чĕннĕ пулнă, - тенĕччĕ эпĕ ăна. - Эсир унта каяс шухăша ăша та хывман-мĕн». Çавăнтах хуравне пачĕ паллă педагог% «Мĕн чухлĕ çÿлерех хăпартаççĕ, ÿкнĕ чухне çавăн чухлĕ хытăрах ыраттарать».

Пурнăçра сиксе тухакан кăткăс ыйтусене «çиччĕ виçмесĕр, пĕрре касмасăр» татса пама тăхтанă вăл. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине ăсатнă чухне каччă ял-йыш тавĕнчен иртеймен-мĕн%  хăйне тыттарнă черккесене пĕтĕмпех пушатса панă. Çавăншăн полк командирĕнчен самаях вирлĕ пĕçеркке лекнĕ ăна. Тепрехинче вара лавккара туяннă эрехе хваттере таврăннă-таврăнманах вăл (танк батальонĕн командирĕ) кăмакана пăрахнă.  Унăн телейне, капитанăн ординарецĕ тулли кĕленчене кăмакаран илсе тĕплĕ çĕре пытарса хума ĕлкĕрнĕ пулнă...

Хамăн пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕн таса сăнарне ас тăвăмра чĕртсе тăратнă мăйăн Йĕпреç поселокĕнче  1919 çулта çуралнă Илья Григорьевич Шашкин çинчен вулакансене çырса пĕлтерес терĕм.

Николай Кириллов,

сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31