НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Надежда Кирилловăн «Чун ыратăвĕ»

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:33 Просмотров: 126

Манăн алла пысăках та мар, анчах питĕ интереслĕ те шухăша яракан кĕнеке лекрĕ. Вăл тимлĕхе хăй çине туртакан «Чун ыратăвĕ» ятлă пулнипе кăна мар, авторĕ Надежда Кириллова (Степанова) хамăр енчи Чăрăшкассинчен пулни те илĕртрĕ, çĕнĕ кĕнекепе хăвăртрах паллашма хистерĕ. «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă статьясен пуххине уçсанах авторпа диалога кĕнине туйма пуçларăм, унта вара иртни  çинчен уççăн калаçу, пуласси çинчен хăюллăн ĕмĕт-ленни. Тыткăнлакан кĕнеке! Тытатăн та  – пăрахаймастăн...

К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ çулсенче «пĕр хуранта» вĕренĕ тата кун-çул сукмакĕ çинче шăпа тĕл пултарнă культурăпа искусствăн паллă деятелĕсен хăйĕн асĕнче ÿкерĕнсе юлнă сăнарсене уçса панă май, пурнăçра тата ĕçре мĕнлерех йывăрлăх-чăрмавсемпе кĕрешме тивни, вĕсене çĕнтерсе малаллах талпăннă чухне такăнтарнă тĕрĕсмарлăхсем, суя хăйĕн чунне мĕнешкел ыраттарни çинчен тÿррĕн калама хăюлăх çитернĕ автор. Чун ыратăвĕ вара ним çукран мар, тăван культурăна хытă юратнипе, унăн шăпишĕн хыпса çуннипе çуралса тĕвĕленнĕ унра. Шăпах çав ыратăва çăмăллатас тесе автор вулаканпа уççăн калаçать те.

Кĕнекене кĕртнĕ статьясенче Чăваш Ене тĕнче шайĕнче чапа кăларнă нумай паллă çынсен пурнă-çĕпе ĕçĕ-хĕлĕ кăна мар, вĕсен обществăри вырăнĕ, çынлăхĕпе чыслăхĕ, кăмăл-туйăмĕпе шухăшлавĕ курăнать. Автор çырса кăтартнине çывăхарах, туллинрех ăнланас тесен, малтанах унăн «тĕшшине», ăçтан «шăтса тухса» мĕнрен «сĕткен илнине» лайăхрах пĕлмелле.

Надежда Мефодьевнăна пирĕн республикăра чăваш театрĕн сцени çинче тĕрлĕрен кăткăс характерлă  рольсене выляма пултаракан талантлă актриса пулнипе кăна мар, ăста режиссер, сценарист, педагог пулнипе те пысăка хурса хаклаççĕ, вăл чăваш культурин аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Мускаври  М.С. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинчен вĕренсе тухнăскер, пĕлĕвĕпе ăсталăхне Санкт-Петербургри патшалăх театр искусствин академийĕнче тарăнлатса театровед профессине алла илнĕ. К.В. Иванов ячĕллĕ драмтеатрта 30 çул вăй хунă хушăрах ЧПУ, культура институчĕн студенчĕсем умĕнче лекцисем вуланă, экзаменсем тыттарнă, çавăн пекех халĕ те Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи çамрăксене тăван культурăна юратма, чăваш халăх йăли-йĕркипе юрри-кĕввине упрама вĕрентет. Пĕтĕмĕшле илсен, ку пурнăç тăршшĕнче тунă карьера кăна мар, хăйĕн çак таранччен туптаса пуçтарнă ăс-тăнпа пултарулăх пуянлăхне чăваш тĕнчине халаллани, çавăн пекех килес ăру валли юлакан паха тупра.

Тепĕр хаклă тупра – вăл çырнă литературăллă хайлавсем% «Щепкин шкулĕ», «Ман поэзи театрĕ. Артист пурнăçĕ витĕр чăваш театрĕн историне сăнлани», «Илемлĕ калаçу» кĕнекесем. Халĕ акă Надежда Кирилловăн «Чун ыратăвĕ» вулакан патне çитрĕ. 190 страницăллă статьясен пуххинче чăваш культурипе искусствин аталанăвĕнче палăрăмлă йĕр хăварнă ăсчахсем, сцена тата сăмах ăстисен пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăвĕсем çинчен  каласа панă. Унти тĕп сăнарсен чăн-чăн çынлăхне, пурнăç тата общество çине ырсунăмлă куçпа пăхнине сăнланин никĕсĕ çинче Надежда Мефодьевнăн таса чунĕ, тÿрĕ кăмăлĕ палăрать. Сăмахран, ку кĕнекере каласа кăтартнă тĕнчипе паллă СССР халăх артистки Вера Кузьмина, педагог-ăсчах, писатель тата публицист Геннадий Волков, Чăваш халăх поэчĕ, чăвашла, вырăсла произведенисем çырнă тата куçарнă публицист Геннадий Айхи тата ыттисем те ăна тĕрĕс çул кăтартнă, вĕсен тĕслĕхĕ культура каçалăкĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă. +авăнпа ку пичет кăларăмне кĕнеке-астăвăм е кĕнеке-тав туни тесе пахалама пулать.

Ăна вуланă май театр чаршавĕ хыçĕнче мĕнлерех лару-тăру хуçаланнине кăна мар, актерсен чунĕсенче мĕн пулса иртнине, мĕнле туйăмсем хĕмленнине çывăх ăнланса илетĕн. +авăнпа пĕрлех иртнĕ ĕмĕрĕн ахрăмне те, хальхи культурăн «чĕре таппине» те илтме пулать. Надежда Мефодьевна пек хастар, пултаруллă та талантлă çынсем ытларах чухне вара чăваш культурин малашлăхĕ çутă та çăлтăрлă пуласси никама та иккĕлентермест.

Умра - пысăк событи, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче эпир хисеплесе юратакан ентешĕмĕр, ЧР тава тивĕçлĕ артиски, В. Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ Н.М. Кириллова хăйĕн юбилейне кĕтсе илет. Паллă куна ырă кăмăллă ĕçпе асра хăварас тĕллевпе Надежда Мефодьевна хăйĕн чун-чĕри витĕр пиçсе тухнă кĕнекисене Йĕпреçри модельлĕ библиотекăна парнелĕх çитерсе панă. Пирĕн тĕп вулавăш сентри çинче «Чун ыратăвĕ» çĕнĕ кĕнеке те вырăн тупрĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4