НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кашни тĕвĕне кĕл туса

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:31 Просмотров: 171

Икĕ çул ĕнтĕ Чăваш Тимешри культура çуртĕнче пархатарлă та хĕрÿ ĕç пырать, кунта ятарлă çар операцинче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем валли маскировка каррисем çыхаççĕ.

Шăп та икĕ çулталăк каялла – 2023 çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче – чăваштимешсем Белгород эрешĕпе ăсталанă пĕрремĕш хÿтĕлев каррине вĕçлерĕç. Эрешĕ ку шанчăклă та çирĕпчĕ, анчах та кăткăс та йывăр пулнă пирки вăхăтне ытларах илетчĕ. +ак сăлтава пула çур çул ĕçленĕ хыççăн  «джи» эреш çине куçма шутларăмăр. Кун хыççăн ĕç тухăçлăхĕ самаях ÿсрĕ.

Икĕ çул хушшинче тĕрлĕрен усăллă ĕç туса çĕнтерĕве çывхартас ĕçе хамăр тÿпемĕре хыврăмăр% салтаксем валли хÿтĕленмелли балаклавăсем ăсталарăмăр, чылай вăхăт çунакан шăрпăксем хатĕрлерĕмĕр, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарсах тата çырусем те çырсах тăтăмăр.

Чăваш Тимешрен çапăçу хирне ăсатнă хÿтĕлев каррисен шучĕ 200-тен иртсе кайрĕ ĕнтĕ, ку вăл 4000 ытла тăваткал метр хÿтлĕх лаптăкĕпе танлашать. Маскировка хатĕрĕсем сывлăш пекех кирлине салтаксем тăтăшах пирĕн пата тетелсем ыйтса тухни те уççăнах кăтартса парать. Çапăçу хирĕнчен отпуска таврăннă ентешсем кĕрсе тухмасăр кайни пулманпа пĕрех – пурне те хаваспах пулăшатпăр.

Акă, нумаях пулмасть пирĕн патра хаклă хăна пулчĕ. «Ефим» позывной суйланă ентешĕмĕр хаваспах хÿтĕлев карри ăсталакан хĕрарăмсемпе тĕл пулса калаçрĕ, пархатарлă та кирĕ ĕç тунăшăн чĕререн тав турĕ. Çакăн пек тĕлпулусем вăй парса çунатлантараççĕ, малалла та ывăннине туймасăр ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Икĕ çулталăк хушшинче пирĕн команда ÿссех пырать, çĕнĕ çынсем хутшăнсах тăраççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хуласенчен килнĕ çамрăксемпе ачасем те самаях пулăшаççĕ. Пахча ĕçĕсем вĕçленсен те йыш хушăнни сисĕнчĕ, ку, паллах, савăнтарать. Пирĕншĕн кашни алă хаклă.

Йĕркелÿ ĕçĕсене Наталия Дмитриевăпа Татьяна Раймова кал-кал туса пыраççĕ. Çамрăксен хăвачĕпе пултарулăхĕ ытти хĕрарăмсене те вăй парса тăрать тейĕн, хастартарах та маттуртарах пулма хистет. Кашниех çак ĕçе пĕтĕм чунĕпе те чĕрипе парăнса ĕçлет, тав сăмахне пурте тивĕç. Анчах та пирĕншĕн чи пăсăк парне – çăлса хăварнă салтаксен пурнăçĕсем. Унран ытларах нимĕн те кирлĕ мар кашни тĕвĕне кĕл туса хÿтĕлев карри ăсталакан хĕрарăмсене.

Наталия Дмитриева,

Чăваш Тимеш сали

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5