НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн»

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:28 Просмотров: 212

Çак чĕнÿпе иртекен акцие Кĕлĕмкассинчи культура çурчĕ те хутшăннă. Кунта ĕçлекенсем спортпа туслă яш-кĕрĕме мероприятие йыхравланă.

Çамрăксем сĕтелçи теннисла тата шашкăлла вылянă. Çак вăйăсем çаврăнăçулăхпа шухăшлава аталантарма, чăтăмлăха çирĕплетме май параççĕ. Тупăшусем хĕрÿÿ, çав вăхăтрах питĕ хаваслă та туслă иртнĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртса мала тухассишĕн темиçешер вăйă вылясан çĕнтерÿçĕсем палăрнă. Вĕсене Йĕпреç муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ева Петрова медальсемпе, грамотăсемпе наградăланă. Вăл хĕрсемпе каччăсене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, сывлăха сиен кÿрекен йăласенчен пăрăнма суннă.

«Сывă кĕлеткере - сывă вăй-хăват», «Сывлăхна упра, ăна укçалла илеймĕн» тесе ахальтен каламаççĕ. Чăнах та, сывлăх – чи хаклă мул! Сывлăх пулсан мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме пулать, сывлăх хавшак пулсан вара темле пысăк савăнăç та чуна килентермĕ. Çавăнпах çамрăксене сывлăха çирĕплетесси  çине тимлĕх уйăрмалли, сывă пурнăç йĕркине тытса пырса, организма усăллă апат-çимĕçпе тата ÿт-кĕлеткене ĕçпе, спортпа пи-çĕхтермелли çинчен  аса илтернĕ. Мероприятие хутшăннисем пурте сывă пурнăç йĕркишĕн пулнине çирĕплетнĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3