НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕр ĕçченĕ хисепре!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2025, 09:15 Просмотров: 194

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта, Правительство çуртĕнче ялхуçалăх тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне паллă тунă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хăнасене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн  секретарĕ Леонид Черкесов саламланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăн аграри секторĕ кал-кал, ăнăçлă аталанать, Атăлçи федераци округĕпе илсен, Чăваш Ен малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Тĕш тырăсен тухăçлăхĕ уйрăмах пысăк пулнă кăçал, пĕтĕмпе миллион ытла тонна туса илнĕ. Агропромышленноçăн экономикăри вырăнĕ 15 процент ÿснĕ.

Уявра ялхуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра пысăк çитĕнÿсем тунипе уйрăмах палăрнă, тырă çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ытти енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче мала тухнă хуçалăхсемпе уйрăм ĕçченсене тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Чыс-хисепе тивĕçнисен хушшинче пирĕн округри «Волжское перерабатывающее предприятие» ООО специалисчĕсем те пур: Ольга Федорова РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тавне, Сергей Сельментов ЧР Патшалăх Канашĕн Тавне илнĕ.

Светлана Быкова

х х х

«Красный партизан» колхоз районти чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ку коллективра ырă йăла-йĕрке сахал мар вăй илнĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ, палăрăмлăраххисенчен пĕри - ĕç çыннисене хисеплесе уяв ирттересси.

Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пучинкери культура çуртĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов тата «Красный партизан» колхоз председателĕ Николай Иванов саламласа ял хуçалăхĕнче вăйне, чунне парса ĕçлекенсене тăван колхозшăн çуннăшăн, ĕçри хастарлăхшăн тав тунă, сывлăх, телей, çĕнĕ ÿсĕм-çитĕнÿсем тума суннă.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе Александр Андреева, Вера Андреевăна, Антонина Антоновăна, Светлана Даниловăна, Таисия Долговăна, Евгений Ефимова, Ольга Ивановăна, Людмила Матвеевăна, Светлана Хрисановăна чысланă. Çавăн пекех ял хуçалăх ветеранĕсене - Валерий Антоновпа Ольга Беловăна Тав çырăвĕсемпе палăртнă.

Ял ĕçченĕсене тата ял-йыша саламлама Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем килсе çитни пысăк парне пулнă. Вĕсем куракансене «Карчăксем качча каяççĕ» ятлă трагикомеди лартса панă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3