НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пахчаçă ăсталăхне пĕчĕклех алла илеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2025, 09:30 Просмотров: 205

«Ачалла вĕренни - чул çинче»,- тенĕ ваттисем. Тĕрĕс сăмах ĕнтĕ ку, хирĕçлеймĕн. Йĕпреçри «Хĕвелĕм» ача сачĕн воспитанникĕсем, акă, Антонина Корнилова воспитатель ертсе-кăтартса пынипе çитес çуркунне акса пахча çимĕçсем ÿстерес тĕллевпе хăйсем вăрлăх тума вĕреннĕ. Шултра помидора тата пылак пăрăçа суйласа илнĕ те пĕр вăхăт тĕттĕмрех вырăнта тытнă. Унтан, лайăх пиçсе çитсе тата кăшт шанма тытăнсан, вăррисене кăларса типĕтме хунă. Çапла пĕчĕкскерсем темиçе кун хушши вăрăсем типнине сăнанă, вăхăчĕ çитсен, хатĕр вăрлăхсене шутласах управа хунă. «Пĕлесчĕ сирĕн, ачасене мĕнлерех килĕшрĕ ку ĕç! - тет Антонина Гурьевна, ĕçчен алăллă шăпăрлансене мухтаса. - Халĕ вĕсем çуркуннене чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç».

Пирĕн корр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5