Максим кантăк шăтăкĕ патне пырса тăчĕ. Итлерĕ. Тăшмансем пуррине пĕлтерсе пĕр пÿрнине çĕклерĕ. Лешсем иртсе кайрĕç пулас, вăл пÿлĕм тавра шăппăн утма пуçларĕ, тĕрлĕ йăх-яха урипе сирчĕ.
- Уху! - терĕ тăруках. - Кулон! Ылтăн вăчăри те пур.
Йăлтăр-ялтăр тăвакан япалана çавăркаласа пăхрĕ. Пĕр енче - арçынăн сăнĕ, тепĕр енче - хĕрарăмăн. Арăмĕпе упăшки-ши е савнисем-ши? Çук, мăшăрах пулĕ, мĕншĕн тесен кулонĕ ку пирĕн вăхăтра тунăскер мар, авă, çÿлте икĕ енче те ылтăн çине темĕнле паллă çапса хунă. Ăруран ăрăва куçса пыраканскер пулĕ. Çухатнă çыншăн çав тери хаклă пулнă ĕнтĕ вăл.
- Кăтарт-ха мана та, - сасă пачĕ Виктор. Кулона аллине илчĕ те нумайччен пăхрĕ. - Итле-ха, чăн-чăн Гриша Сергеев пек туйăнать... Лайăхрах сăна-ха.
Максим хаклă чул çине вырнаçтарнă сăнÿкерчĕке тĕпчерĕ, «Кам пĕлет, пулĕ те», - терĕ.
Виктор каллех хаклă япалана аллинче çавăрттарчĕ.
- Çар билечĕ! - шăппăн пулсан та уçă сасăпа пĕлтерчĕ тепĕр кĕтесрен юлташĕ. - Гриша Сергеев! Украинла çырнă.
Виктор кулон çинчи ÿкерчĕкпе çар билечĕ çинчи сăна танлаштарчĕ.
- Гриша... Гриша... _ аранах тухрĕç унăн сăмахĕсем. - Пирĕн тăшман иккен эсĕ...
Чĕнмерĕç. Шухăшпа вĕсем аякри Куславккара çÿрерĕç.
Пиллĕкмĕш класра чухне вĕсемпе пĕрле темиçе çĕнĕ ача вĕренме пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри - Гриша Сергеев. Пурте хăвăртах туслашрĕç унпа. Максимпа Виктор тата çывăхрах пулчĕç уншăн, пулăшу кирлĕ пулсан, вĕсем патне чупса пыратчĕ. Амăшĕ Харьковра пурăннă, ашшĕпе уйрăлнă та тăван килне таврăннă. Тăхăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче пурнăç питĕ йывăрччĕ, Гришăн тăхăнмалли те, çимелли те çукрахчĕ. Викторпа Максим уроксем хушшинче мĕн пуррипе сăйлатчĕç ăна. Пĕрле унта-кунта чĕнсен, пымастчĕ, ютшăнатчĕ. Хăй питĕ таса чунлă, тав тума пĕлекен ачаччĕ.
Шкул пĕтерсен, салтака кайса килсен, Гриша автобус çинче ĕçлетчĕ. Амăшĕ тепре качча кайрĕ те, упăшки тăван мар ывăлне юратмарĕ курăнать. Кукамăшĕ патĕнче пурăнатчĕ. Хулара хутран-ситрен тĕл пулсан, калаçатчĕç, чĕнмесĕр иртсе кайман.
- Виктор, эпĕ санăн умра парăмра, - терĕ пĕррехинче, Атăл хĕрринче хула кунне уявланă каçра. - Эсĕ мана пилĕк тенкĕ кивçен панăччĕ, эпĕ вара халĕ те тавăрса паман. Юриех памастăп... Эсĕ те, Максим та мана нумай пулăшнине аса илтертĕр тетĕп çавă укçа.
- Юрать, юрать! - пĕр-пĕрин аллине çупрĕç виççĕн. - Мускаври чи чаплă ресторанта хăналатăн!
- Мускава-и, Парижа-и çитетпĕр унта, сире йывăр пулсан, эпĕ парăма татма хатĕр!
Тем вăхăтран Гриша Куславккара курăнма пăрахрĕ. Ашшĕ патне Харькова пурăнма кайнă терĕç.
- Харьков.... - калаçрĕ Максим Викторăн шухăшĕсене салатса. - Манăн асатте иртнĕ вăрçăра Харькова ирĕке кăларса аманнă. Снаряд чĕркуççи шăммине аркатнă, март уйăхĕнче çырмара çĕр каçнă, пурпĕрех киле çитнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча ÿстернĕ... Унăн паттăрлăхне пула эпĕ çут тĕнчене килнĕ. Асаттесенчен эпир ним чухлĕ те йăваш мар. Эпир те çĕнтеретпĕр, эпир те киле çитетпĕр! +у-у-к, пире çĕнтереймеççĕ! Çĕнтерÿçĕсем - эпир. Эпир Парижа çитнĕ, эпир Берлина илнĕ!
Таврара тăшмансем пулнине, хăйсем аманнине пĕлсе тăраканскерсем, вĕсем шăпланчĕç. Тем каласан та, йывăрлăх пусарчĕ туссене. Хăратрĕ те, иккĕлентерчĕ те. Викторăн пĕтĕмпех Максим çине шанасси юлчĕ, пуласлăх унтан килессе ăшран туйрĕ. Хăй утма пултарнă пулсан...
Ах, епле килте пулас килчĕ халĕ вĕсен! Ларасчĕ каçсерен шăкăл-шăкăл калаçса! Пĕчĕккисем, паллах, шавлĕччĕç, выльăччĕç... Мускавра та, Куславккара та пĕлмеççĕ вĕт-ха вĕсем хаяр тăшманпа хире-хирĕç тăнине, е çăлăну, е вилĕм кĕтнине... Туяççĕ-ши чуна ăшăтакан çынсем вĕсен шăпине? Туяççĕ те пулĕ, кулянаççĕ те, пăшăрханаççĕ те, вырăн тупаймасăр çÿреççĕ те пулĕ... Тен, вĕсен чĕрисем инкеке туйса хытă-хытă ыратаççĕ? Тен, Ольăпа Лида ачисенчен вăрттăн куççулĕсене шăлаççĕ? Тен, вĕсем куç хупмасăр çĕр каçаççĕ паян? Юлаççĕ-ши чĕрĕ юратнă çыннисем, пулăшĕ-ши вĕсем кĕл туни?
- Питĕ пурăнас килет манăн... - пăшăлтатрĕ Виктор. - Питĕ... Питĕ... Пĕлесчĕ çакна санăн, Максим... Епле те чаплă иккен вăл пурнăç... Унăн хакне вилес умĕн кăна пĕлетĕн иккен...
Максим каллех Виктор çумне пырса ларчĕ, аллипе пуçне ачашларĕ.
- Каçар мана, тусăм, _ чĕререн каларĕ вăл. - Эпĕ чĕнтĕм вăрçа. Килесшĕн марччĕ эсĕ. Сана та, çемьене те хĕн кăтартаканни - эпĕ. Каçарсамччĕ тархасшăн...
- Пуç тавра шухăшласа пăх-ха хăвах, _ йывăррăн тăрса ларчĕ юлташĕ. - Иккĕн тан ниепле те хăтăлаймастпăр. Кай пĕччен, пăрахса хăвар мана. Шприцсемпе эмел хăвар нумайрах. Шыв пур... Патронсем çителĕклĕ. Граната хур манпа юнашар.
Тусĕн кĕтмен сăмахĕсене илтсен, Максим пĕр вăхăт çухалса ÿкрĕ, кайран çурăмĕнчен ыталарĕ те йĕрсе ячĕ. Патвар, хăюллă арçыннăн сăнĕ тăруках куççулĕпе витĕнни тĕлĕнтерчĕ теприне. Тимĕр пек хытă, çирĕп курăннă çын çем-çелчĕ. +авна пула Виктор унăн аллинчен тытрĕ, чăмăртасшăн пулчĕ. Хăйĕн те куçĕсем йĕп-йĕпех пулнине туйрĕ.
Пĕр вăхăт çапла ларчĕç икĕ тус тĕксĕм путвалта.
- Вилсен те пĕрле вилетпĕр... - терĕ Максим. - Тулĕк парăнмастпăр. Асту çакна, яланлăхах асту: эпĕ сана нихăçан та пăрахмастăп. Мĕн ачаран пĕрле пултăмăр та, пĕрлех пулатпăр куçсене хупиччен. Автоматпа печчĕр, граната пăрахчăр _ пĕрле алăран алă тытăнса тăратпăр!
Хытах тĕттĕмленчĕ. Путвалта нимĕн те курăнмарĕ. Максим пĕчĕк кантăк умĕнче урамри сас-чĕве итлерĕ. Тепĕр сехетрен çула тухмаллине пĕлтерчĕ. Халĕ вăл кĕтесре тăчĕ, çăлăнмалли меслете пуçĕнче çавăрттарчĕ. Каярахпа шухăшласа хунине тусне каласа пачĕ.
Акă, кĕç-вĕç каç сĕмлĕхĕпе усă курса çакă вырăнтан урама тухмалла... Пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Тен, хăйсене тек сывă кураймĕç; Тен, юлашки хут пĕрле;
- Ан ман мана, Максим, - ыталарĕ Виктор. - Сывă юлсан, каласа пар çемьене... Никитăна пĕлтер: эпĕ пульăран хăраман. Кала: питĕ-питĕ юрататăп вĕсене... Оля... Каçартăр вăл мана пуриншĕн те, сахалтарах ăшă сăмах каланă пуль. Вилес пулсан та эпĕ вĕсемпе...
Максим та Викторпа калаçрĕ:
- Тÿррипе кала, айăплатăн-и мана? Вăрçа килнишĕн ÿкĕнетĕн-и?
- Эсĕ мĕн енчен айăплă; Тĕнче вăрă-хурахĕ айăплă... Пĕтĕмпех тĕрĕс... Хăвна ан айăпла. Манăн та, сан пекех, автомат тытмаллаччĕ, мĕн, маншăн санăн çапăçмалла пулнă-и;
- Чечняра чĕрĕ юлтăмăр, халĕ те сывă пулатпăр. Ан ман, пире килте кĕтеççĕ... Халĕ вĕсем Турă умĕнче пирĕншĕн кĕлĕ вулаççĕ... Атя, кайрăмăр, тухатпăр.
Максимпа Виктор вырăнтан хускалма тăнăччĕ кăна, пÿлĕм варрине хунар çути ÿкрĕ. Такам вĕсем патне майĕпен анчĕ.
- Шăп, - хушрĕ Максим, хăй алăк хыçне пытанчĕ.
Çын кĕричченех çутăпа пÿлĕме тĕрĕслеме пуçларĕ, анчах та Виктора, картун курупкипе витсе хунăскерне, асăрхамарĕ. Малалла пĕр утăм тусанах Максим ăна хыçалтан çапса ÿкерчĕ те ун çине улăхса ларчĕ, пăвма тăчĕ.
- Яр, парăнатăп, - аранах каларĕ лешĕ, автоматне аяккалла тĕртсе ячĕ.
- Ан хускалнă пултăр, перетĕп!
Украинец урайĕнче хырăм çинче выртрĕ. Пирĕн салтак унăн аллисене туххăмрах хыçалалла çыхса хучĕ.
- Пĕр сас та ан кăлар! _ хушрĕ каллех. _ Юлташусене чĕнме тăрсан, тÿрех вĕлеретĕп!
Тыткăна лекнĕ арçын чĕнмерĕ. Хашшăн-хашшăн сывларĕ. Виктор, курупкăна сирсе пăрахнăскер, тăрасшăн пулнăн туртăна-туртăна илчĕ.
- Кала, кам эсĕ, хăш бригадăран;
- Сергеев Григорий Васильевич, мотострелок... - пулчĕç унăн пĕрремĕш сăмахĕсем.
Çакна илтсен, Максим ăна çурăмĕ çине çавăрса хучĕ те питĕнчен хунарпа çутатрĕ, тем вăхăтран шăппăн ыйтрĕ: - Гриша, эсĕ-и? Куславккаран-и?
Тыткăнçă та кĕтмен ыйтăва пула çухалса ÿкрĕ, «Эсĕ хăв кам?» текен куçĕсемпе Раççей салтакне сăнарĕ.
- Çапла, Куславккана пĕлетĕп, - автоматлă çын хăйне палласа илнĕшĕн хĕпĕртерĕ çавăнтах.
- Хăш шкулта вĕреннĕ? - хыттăн ыйтрĕ Максим.
- Виççĕмĕшĕнче.
- Хăш учителе пĕлетĕн;
- Алевтина Петровнăна. Вырăс чĕлхи...
Максим та, Виктор та ăнланса илчĕç: вĕсен умĕнче - ачалăхри тусĕ, пĕр хулара пурăннă ентеш! Тăшман-ши халĕ вĕсемшĕн вăл, е çăлăнăç илсе килнĕ çын? Пулăшĕ-ши вĕсене? Украина салтакĕн тумне тăхăннăскерĕн юлнă-ши чĕринче туслăх туйăмĕ? Хатĕр-ши хăйне парăнтарнă Раççей салтакĕсен пурнăçне çăлма?
- Эпĕ - Максим Петров. Авă вăл - Виктор Виноградов. Астăватăн-и?
Малалли пулать
Декабрь 2025 |
