Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Çĕнĕ Выçлире хÿтĕлев каррисем çыхма тытăнни шăпах çулталăк çитрĕ. Кирлĕ те пархатарлă ĕçе ялти культура çуртĕнче пурнăçлаççĕ, ушкăна Ольга Никитина ертсе пырать. Паянхи кун тĕлне кану мĕнне маннă хĕрарăмсем 120 карă çыхса çапăçу хирне ăсатнă. Çавăн пекех гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. Йĕпреç округĕнчи ытти ушкăнсемпе танлаштарсан ку коллектив чи çамрăкки.
- Нумайăшĕ малтан% «Мĕншĕн сеть çыхмастпăр эпир; Таврара пурте кирлĕ ĕç тăваççĕ, эпир те пултаратпăрах ĕнтĕ», _ тесе калатчĕç. Анчах та никам та хăй çине яваплăх илесшĕн пулмарĕ, - каласа парать Ольга Никитина. - Библиотекăра вăй хуракан Наталия Ивановăпа ларса çак ыйтăва тĕплĕнрех сÿтсе яврăмăр, хамăрпа пĕр шухăшлисемпе калаçрăмăр, манах руль умне тăратрĕç, Наталия Ивановнăна «бухгалтера» лартрĕç - ку ĕç укçа-тенкĕсĕр пулмасть, хăвăрах пĕлетĕр.
Пĕрремĕш утăмсене тума çăмăл мар. Анчах та пулăшакансем тупăнсан ĕç кал-кал каяссин шанăçĕ ÿсет. Çĕнĕвыçлисемшĕн Чăрăшкассинчи хÿтĕлев карри çыхакансен ушкăнне йĕркелесе ертсе пыракан Анатолийпе Валентина Илларионовсем чăн-чăн наставниксемех пулнă. Кашни кун кÿршĕ яла çÿресе хăйсем нумаях пулмасть хăнăхса çитнĕ ăсталăха алла илме пулăшнă. Паянхи кун та пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлеççĕ икĕ ушкăн. Выçлисем чĕререн тав тăваççĕ кÿршĕсене.
«Пĕр шухăшлă пулни кирлĕ. Ушкăнĕ пирĕн пысăках мар, шел пулин те... Малтанах йышлăрахчĕ, - пăшăрханать Ольга Николаевна. – Ялта кашнин чĕринчех пулăшас туртăм вăранас пулсан, ĕç тухăçлăхĕ те, хăвăртлăхĕ те чылай çÿллĕрех шайра пулмалла. Çакăн пек лару-тăрăва кашни ялтах сăнама пулать. Ку, паллах, пăшăрхантарать. Çавăнпа та килти ĕçсене кайри вырăна хăварса, вăхăчĕсене шеллемесĕр пĕрремĕш утăмсенчен пуçласа паянхи кунччех хÿтĕлев карри çыхма çÿрекенсене ятранах асăнса тав сăмахĕ калас килет. Наталия Николаевна Иванова, Галина Николаевна Майкова, Людмила Ивановна Мородина, Марина Николаевна Мылина пĕр кун та сиктермесĕр тухма тăрăшаççĕ. Ялти медицина пунктĕнче ĕçлекен Вера Николаевна Сергеева медсестра та, халăх сывлăхне сыхлама та, салтаксем валли хÿтлĕх хатĕрлеме те ĕлкĕрет».
Ялсенче хÿтлĕх хатĕрĕсем ăсталасси Йĕпреç тăрăхĕнче анлă сарăлса пысăк калăпăшлă ĕç пулса тăчĕ. Кунта çыхнă тетелсемпе пĕркенчĕксем Украина еннелле пĕр чарăнмасăр пысăк партисемпе ăсанаççĕ. Усă куракан материалĕсене Йĕпреçри гуманитари пулăшăвĕ пухса ăсатакан центртан тăтăшах илсе килсе тăмалла, кал-кал пыракан ĕçе пĕр кунлăха та чарма юрамасть. Çавăн пекех хатĕр сетьсене унта вăхăтра çитермелле. Ку енĕпе Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов яланах пулăшса тăрать. Хурамал ял тăрăхĕнче сеть çыхакан виçĕ точка ĕçлет, Валерий Витальевич кашнинех тимлĕх уйăрать, ĕçлекенсене хавхалантарсах тăрать.
«Тепĕр чухне ывăнни сисĕнет, паллах. Ун пек чух çапăçу хирĕнчи салтаксене аса илетпĕр – вĕсем мĕн тери ывăнаççĕ пулĕ! Ачасемпе шăллăмсем унта чухне пирĕн чăтмаллах, çине тăрсах пулăшмалла, - тет Ольга Николаевна. – Пирĕн пата отпуска килекен салтаксем кĕрсе тухмасăр каймаççĕ, мĕн ыйтнине парса яма тăрăшатпăр вĕсене. Яланах маскировка каррисем çитменни çинчен калаççĕ, кирлĕ ĕç тунăшăн тав тăваççĕ. Тăван кĕтесре çирĕп тыл пулни малалла талпăнма, тăшмана аркатма хавхалантарни çинчен пĕлтереççĕ».
Ялсенче çĕнтерĕве туптама пулăшакан, салтаксен пурнăçĕсене çăлас тесе тăрăшакансен умĕнче çĕре çитиех пуçа таяссăм килет, чĕрисем вĕсен, чăнах та, ылтăн. Пархатарлă ĕçе хутшăнакансен йышĕ чакни çеç кулянтарать. Темле йывăр пулсан та, пире тăшманран хÿтĕлекенсене тата йывăртарах, çакна çеç асра тытма тăрăшмалла.
Эльвира Анисимова
Март 2026 |
