НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ветерансене хисеплесе

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2025, 09:09 Просмотров: 151

Вăрçăччен çуралнисем, çак тапхăрта çитĕннисем пурнăçра хура-шурне сахал мар тÿснĕĕ Апла пулин те пуçа усман вĕсем, йывăрлăха парăнман.

Çĕнĕ Выçли ялĕнче пурăнакан Зинаида Сергеевна Иванова пирки те çакнах каламалла. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла тапăннă чухне вăл вунă çулта пулнă. Пĕчĕклех мĕнпур ĕçе хутшăнма, аслисемпе пĕр тан пилĕк авма тивнĕ ăна. Кĕтнĕ Çĕнтерÿ хыççăн та пурнăç çăмăлах пулман. Зинаида Сергеевна нумай çул хушши Çĕнĕ Выçлинчи патока заводĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачана ура çине тăратнă. Ялти хисеплĕ ватă нумай пулмасть 95 çул тултарчĕ. Паян хĕрĕн çемйипе пĕрле юратупа тимлĕхре кунсене кунлать вăл. 

Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан Валентина Терентьевна Иванова та вăрçă ачи. Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл 90 çул талтарчĕ.

Ялти сумлă ватă пур енчен илсессĕн те ырă тĕслĕхлĕ. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе ялхуçалăхĕнче тăрăшнă. Чăтăмлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ĕçчен-лĕхĕпе палăрса тăнă. Кирек мĕнле çанталăка пăхмасăр ĕçе васканă. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăçне хĕрÿ ĕçре ирттернĕ. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн, ялхуçалăх тупăшăвĕсене хутшăнса сахал мар Хисеп тата Тав хучĕсене илме тивĕçнĕ вăл. Килти хуçалăха тирпейлесе пыма та ĕлкĕрнĕ, çав вăхăтрах фольклор ушкăнне те çÿреме вăхăт тупнă.

Валентина Терентьевна нумай ача амăшĕ те. Мăшăрĕпе пĕрле çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсене пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă хĕрарăма «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденпа (3 степень) чысланă. Ачасем çумра пулсан, ватлăх хăрушă мар. Валентина Терентьевна çывăх çыннисен ăшшине туллинех туйса тăрать. Ачисем амăшне чăннипех те юратаççĕ, унăн лăпкăлăхне упраса мĕнпур йывăрлăха сирсе пыраççĕ, вăл хăйне телейлĕ туйтăр тесе тăрăшаççĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4